АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт мастерĕн кандидачĕ

27 мая 2016 г.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта майăн 23-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкулпа сывпуллашнине халалланă уявра чылай шкул ачине тĕрлĕ хисеп хучĕсем парса чысларĕç. 11-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекен Леонид Ярадова вара кире пуканне çĕклессипе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнине ĕнетерекен кĕнекене пачĕç.

Леонид Ишеккасси ялĕнче пурăнать, спортпа ачаранах туслă, футболла, баскетболла выляма юратать. 9-мĕш класранпа каччă "Хастар" физкультурăпа спорт комплек- сĕнче Юрий Бронюков пулăшнипе кире пуканне çĕклес ăсталăха туптать. Шкулта вĕреннĕ хушăра Леонид Ярадов тăтăшах тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Тĕслĕхрен, апрель уйăхĕнче вăл кире пуканне çĕклессипе иртнĕ республикăри уçă Кубокра вăй виçнĕ. 63 килограмм таякан спортсменсем хушшинче кире пуканне 33 хутчен çĕклесе 3-мĕш вырăн йышăннă, çапла майпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне хỹтĕленĕ.

Хальхи вăхăтра Леонид патшалăх экзаменĕсене тытма хатĕрленет. Шкул саккипе сывпуллашсан ăçта вĕренме кĕрессине пĕлтересшĕн пулмарĕ вăл. Хуть те мĕнле професси суйласа илсен те спортпа туслă пулни ăна малашлăхра та пулăшса пырасса шанатпăр.

А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика