27 мая 2016 г.
Район администрацийĕпе "Резон" ХАО пĕр-пĕрин хушшинче муниципаллă контракт тунă. Контрактпа килĕшỹллĕн "Резонăн" пурте усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене, ун çийĕнчи искусственнăй сооруженисене пăхса тăмалла, тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçламалла пулнă. Унăн çирĕплетнĕ автомобиль çулĕсем çинче çулталăкĕпех йĕрке пулмалла. Ĕçсене патшалăх стандарчĕсемпе документсене пăхăнса пурнăçламалла.
Тĕрĕслев хĕллехи тапхăрта асăннă участок çинчи çула тивĕçлĕ пăхса, юртан тасатса тăманнине кăтартрĕ. Çакă çул-йĕр çинчи транспорт инкекĕ патне çитерме пултарать, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе представлени тăратрăмăр.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.