27 мая 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2016 çулхи майăн 24-мĕшĕнчи Указĕпе педагогикăпа воспитани ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ра-йон администрацийĕн вĕренỹ пайĕн шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен методистне Татьяна Ивановна Уляндые "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Татьяна Улянды 1990 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1989 çултанпа район админис-трацийĕн вĕренỹ пайĕн методистĕнче тăрăшать. Çак хушăра шкул çулне çитменнисене пĕлỹпе воспитани парас юхăмра чылай ырă улшăну пулнă. Татьяна Ивановна ертсе пынипе районти ача сачĕсем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, грантсене тивĕçеççĕ.
Татьяна Улянды хăй те тăтăшах республикăри семинарсене хутшăнать, ĕçтешĕсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать. 2008 çултанпа вăл районти вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюзне ертсе пырать.
Курăмлă ĕçлесе пынăшăн Татьяна Улянды пĕрре кăна мар республика тата çĕршыв шайĕнчи хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Пултаруллă хĕрарăм "хуть те мĕнле лару-тăрура та нăйкăшмалла мар, малаллах талпăнмалла" тенине тĕпе хурса ĕçлесе пырать. Пушă вăхăтне вăл çывăх çыннисене халаллать.
А.КАРПОВА.