27 мая 2016 г.
Майăн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе наградăласси çинчен" хушăва алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн республикăри 15 çын тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Дадюкова та пур. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен аталанăвне тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Алевтина Николаевнăна "Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" паллăпа наградăлама йышăннă.
Алевтина Николаевна ĕç кун-çулне 1987 çулта Шупашкар хулинчи 137-мĕш ача садĕнче воспитатель пулăшуçинчен пуçланă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти 39-мĕш вăтам шкулта математика учителĕнче ĕçленĕ. 1998 çулта район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнче ĕçлеме тытăннă.
2005 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен вăл райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕнче вăй хурать, тăлăх, ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене тупса палăртас, вĕсене пулăшас, çемьесене вырнаçтарас енĕпе тăрăшса ĕçлет. 2014 çулта Алевтина Николаевна республикăри опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен чи лайăх специалистсен йышне кĕнĕ. ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви Алевтина Николаевнăна ачасен саккунлă интересĕсемпе прависене хỹтĕлес енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Сăмах май, Алевтина Николаевна профсоюз авторитетне ỹстернĕшĕн, уйрăм тỹпе хывнăшăн "Раççей патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен профсоюзне 90 çул" юбилей медальне те, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.
Алевтина Николаевна яваплă ĕçре тăрăшнă хушăрах районти пултаруллă спортсмен шутланать. Унсăр, унăн çемйисĕр районта пĕр спорт мероприятийĕ те иртмест. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче Алевтина Дадюкована районта та, республикăра та час-часах çĕнтерỹ пьедесталĕ çинче курма пулать. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви республикăри физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Хисеп грамотипе наградăланă.
А.ЗАМУТКИНА.