27 мая 2016 г.
Иртнĕ вырсарникун, майăн 22-мĕшĕнче, çĕршывра "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Раççейпе илсен чăваш халăхĕ праймериза питĕ активлă хутшăннă, Чăваш Енре пурăнакансем сентябрĕн 18-мĕшĕнче "Единая Россия" партирен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Патшалăх Канашне каякан кандидатсене суйларĕç.
Регионти йĕркелỹ комитечĕ малтанхи сасăлавăн пĕтĕмлетĕвне турĕ тата çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. Аса илтеретпĕр, йăлана кĕнĕ суйлавсемпе танлаштарсан суйлавçăсем темиçе кандидатшăн сасăлама пултарнă, малтанхи сасăлавра чи пысăк рейтинг илнисем çĕнтерчĕç.
Федераци парти округĕпе Патшалăх Думин суйлавне хутшăнма кандидатсенчен Алена Аршинова лидер пулса тăнă, вăл 74,79 процент пухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем Николай Владимировпа (21,88 процент) Ирина Клементьева (10,01 процент).
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш номерлĕ суйлав округĕпе Патшалăх Думин малтанхи сасăлавĕн-че Николай Малов (63,83 процент) çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăнта - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова (23,98 процент), виççĕмĕш вырăнта - Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков (7,51 процент).
Шупашкарти 38-мĕш номерлĕ суйлав округĕпе Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов лидер пулса тăнă, вăл 83,32 процент пухнă. Ирина Клементьева иккĕмĕш вырăна тухнă (10,89 процент), виççĕмĕш вырăнта - Шупашкарти 5-мĕш гимназин директорĕ Ирина Исаева (8,17 процент).
"Единая Россия" партин регионти ертỹçи Николай Малов палăртнă тăрăх, малтанхи сасăлаври рейтинг - Пĕрлехи сасăлав умĕнхи икĕ уйăхра туса ирттернĕ ĕçсен кăтартăвĕ: суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни, дебатсенче тата агитацисенче хутшăнни.
Леонид Черкесов çакăн çумне хушса сасăлавчченхи икĕ уйăх малтанхи çулсенче ăнăçлă ĕçлени çинче никĕсленсе тăнине палăртса каланă. Çак лайăх кăтартусене пĕрлехи йышпа тунă: Чăваш Ен Пуçлăхĕ, республика Правительстви, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем тăрăшнипе.
Çакна хушса кала-малла, Патшалăх Думине тата Патшалăх Канашне депутата суйлама кандидатсене тăратассипе пĕтĕмĕшле йышăнăва 2016 çулхи июнь уйăхĕн çурринче тата июльте иртекен "Единая Россия" парти съездĕн-че тата регионти конференцийĕнче пĕтĕмлетеççĕ.
"Единая Россия" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертỹçи Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен малтанхи сасăлава республикăра пысăк шайра йĕркелесе ирттернĕ. Раççей Федерацийĕпе илсен суйлавçăсем шутлав участокĕсене пырассипе кăтарту чи пысăккисенчен пĕри пулнă, вăл 20,30 процентпа танлашнă. Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, кун пек калăпăшлă процедура пĕрремĕш хут иртнĕ. Çавăнпа та пĕчĕк çитменлĕх-семпе пысăках мар йăнăшсем те пулнă. Ытларах вĕсем техника енĕпе тата йĕркелесе ирттерессипе çыхăннисем. Апла пулин те вĕсем суйлавçăсен шухăш-кăмăлĕ тата кăтартусен объективлăхĕ çине нимĕнле те витĕм кỹмен.
"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов çынсем çав тери йышлă килессине ĕçе йĕркелесе пыракансем те шутлама пултарайманнине палăртрĕ, уйрăмах ирхине халăх нумай пулнă. Çавăнпа малашне суйлавçăсене тивĕçлĕ условисем ытларах туса парас тата сасăлав участокĕсенчи черетсене пĕтерес тĕлĕшпе çак опыта шута илме сĕнчĕ. "Апла пулин те сасăлава килнĕ çынсене чăн-чăн уяв туса парас тĕлĕшпе ăна йĕркелекенсем сахал мар вăй хунă, - палăртрĕ Леонид Черкесов. - Сасăлав иртнĕ вĕренỹ учрежденийĕсен территорийĕсенче пултарулăх тата музыка коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çынсем уява килнĕ пек çемйисемпе пынă, хăйсем килĕштерекен кандидатсемшĕн сасăланă".
Суйлав умĕнхи кампанире суйлавçăсен наказĕсене тата сĕнĕвĕсене шута илнине, хăшĕ- пĕринпе тивĕçлĕ йышăну тунине палăртрĕ Николай Малов. Ыттисем вара сентябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ сен "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программăн никĕсĕ пулса тăмалла.
Малтанхи сасăлав хыççăн та унăн çĕнтерỹçисем çывăрса лармассине, малашне те республикăпа унта пурăнакансен интересĕсемшĕн çине тăрса ĕçлессине çирĕплетсе каларĕ партин регионти уйрăмĕн ертỹçи.