01 июня 2016 г.
Тунтикун, майăн 30-мĕшĕнче, Раççейри шкул ачисем, çав шутра районти шкулсенчи 11-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекен 68 яшпа хĕр те, вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменне тытрĕç. Вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта иртрĕ.
Тỹрех калатăп, экзамен лăпкă лару-тăрура иртрĕ тени ачасем пачах та пăлханмарĕç тени-не пĕлтермест. Пăл-ханчĕç. Экзамена килнисем кулма, хаваслăн калаçма тăрăшрĕç пулин те, ку лайăхах сисĕнчĕ. Хăшĕсем пĕр-пĕринчен тĕрĕс мĕнле сăх сăхмаллине те ыйтрĕç - ăшра Турăран пулăшу ыйтса кĕлĕ сăмаххисене каларĕç пулинех...
Шкул алăкĕнчен тимĕр шырамалли ятарлă хатĕрпе тĕрĕслесе кĕртсе янă чух ачасем кăна мар, аслисем те пăлханнă пулĕччĕç. Анчах та мĕн тăван: çак тĕрĕслев витĕр тухмаллах - йĕрки çапла. Етĕрне хулинчен килнĕ, ятарлă форма тăхăннă икĕ арçын ачасене кашнине тĕрĕслерĕç, çакна Шупашкартан килнĕ обществăлла сăнавçăсем, патшалăх экзаменне ирттернĕ çĕре хутшăнакан районти вĕрентекенсем сăнаса тăчĕç. Ачасен паспорчĕсене пăхрĕç, унтан тимĕр шырамалли хатĕрпе çỹлтен пуçласа ура тупанĕ таран "йĕрлерĕç", ăнсăртран шырав хатĕрĕ кăшкăрса ярсан кĕсьери вак укçана, çăра уççисене кăларса хуртарчĕç (паллах, тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсене тавăрса пачĕç). Хĕрачасене питех "шĕкĕлчемерĕç" тесен те юрать _ вĕсем ытларах шурă блузкăсем тата юбкăсем тăхăннăччĕ, арçын ачасен вара пиншакĕсене вĕçертсе шалти кĕсйисене кăтартма тиврĕ. Вĕсенне нускийĕ-сене те хыпашларĕç, хăшĕ-пĕрине пушмакĕ-сене те хывтарчĕç. Çапла туни ăнсăртран пулмарĕ - темиçе ачанне шпаргалкăсем тупрĕç. Вĕсене туртса илчĕç, вара тин шкула кĕме ирĕк пачĕç. Сăмах май, ачасем пĕрле илнĕ шăккалатсене те уçса пăхрĕç - унта та шпаргалка чиксе кĕме пултарасран.
Кăçалхи экзамен пуçланас умĕн пĕр кулăшла пăтăрмах та пулса илчĕ. Вунпĕрмĕшсен экзаменне районти пĕр шкулта 9-мĕш класра вĕренекен арçын ача пыр-са кĕчĕ. Юрать-ха, вĕрентекенсем ăна палласа илчĕç, унăн экзамен тепĕр кунне, математикăпа тытмаллине ăнлантарса ячĕç. Те ытла та хытă пăлханнăран кун-сене пăтраштарса янă ку ача, те хăçан тата хăш экзамена каясси уншăн çав-çавах пулнă?..
Пурте кĕрсе пĕтсен ачасене тепĕр хут паспорчĕсене тĕрĕслесе пилĕк класа вырнаçтарса лартрĕç. Экзамен 10 сехетре пуçланчĕ, 3 сехет те 30 минут пычĕ. Çак хушăра шкул ачисен пĕр е икĕ хут туалета тухса кĕме ирĕк пулчĕ, унта вĕсем кăритурта тăракан вĕрентекенсемпе пĕрле кайса килчĕç. Камерăсем ỹкерсе илнине компьютер экранĕ çинче сăнанă тăрăх, экзамен ĕçĕсене валеçсе парсанах ачасем хăйсене алла илчĕç, тỹрех ĕçе тытăнчĕç. Тĕрĕслев вĕçленнĕ хыççăн ачасемпе калаçнинчен çакă паллă пулчĕ: чылайăшĕшĕн чи йывăрри - панă текст тăрăх сочинени çырасси. Кунта хăвăн шухăшна палăртнипе пĕрлех литература произведенийĕсенчи тĕслĕхсене илсе кăтартма пĕлмелле. Мĕншĕн-ха эпĕ кăçал экзамен лăпкă лару-тăрура иртрĕ терĕм? Çакна виçĕм çул хам обществăлла сăнавçă пулнă экзаменпа танлаштарса калатăп. Ун чухне пĕтĕмĕшле лару-тăру çивĕчрех пулчĕ темелле-ши? Камерăсем кăритурта та пурччĕ, кăçал вара - çук. Экзамен пыракан классенче камерăсене виçĕм çул малта та, хыçалта та лартнăччĕ, кăçал вара - малти стена çинче кăна. Кăçалхи экзамена "онлайн" мелĕпе пăхма пулчĕ, анчах та ятарласа заявка панисен çеç. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, кăçал хăйсене медицина пулăшăвĕ пама ыйтакан ачасем те пулмарĕç. Районти экзаменра йĕркене пăснă, шпаргалкăсемпе, сотовăй телефонсемпе усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртман. Ачасем пурте хăйсен ĕçĕсене вăхăтра çырса пачĕç. Республикăра вара, ЧР Вĕренỹ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, шпаргалкăсемпе усă курнăшăн пилĕк ачана экзаменран кăларса янă. Экзамен кăтартăвĕсем июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне паллă пулаççĕ.
Пирĕн районти шкул ачисем вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменне пурте тытрĕç пулĕ тесе чунтанах шанас килет. Çакна валли вĕсен сахалтан та 24 балл пухмалла. Ку алла аттестат илме çителĕклĕ. Аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕрес тесен вара сахалтан та 36 балл пулмалла. Халĕ вунпĕрмĕшсем математикăпа пурин те тытмалли экзамена хатĕрленеççĕ. Вăл июнĕн 2-мĕшĕнче иртĕ. Аса илтеретĕп, çак кун математикăпа тĕп экзамен пулĕ - алла аттестат илес текенсем валли. Профиль экзаменĕ вара июнĕн 6-мĕшĕнче пулать, унăн кăтартăвĕсем вузсене вĕренме кĕме кирлĕ.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"