АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çинче инкек ан пултăр

01 июня 2016 г.

Иртнĕ эрнерен шăрăх çанталăк тăма пуçланă май шыв объекчĕ-сем çинче инкек пуласси ỹснĕ. Майăн 26-мĕшĕнче кăна икĕ инкек регистрациленĕ, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Акă çак кун Шупашкар районĕнчи пĕр ял çывăхĕнчи пĕвере пулăçсем путнă çыннăн (1952 çулта çуралнă) виллине тупнă. Иккĕмĕш инкек Çĕмĕрле районĕнче пулнă. Пĕвере 2006 тата 2011 çулта кун çути курнă арçын ачасем путса вилнĕ. Районта пурăнакансене тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр! Юханшыв хĕрринче каннă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр, ачăрсемпе те профилактикăлла калаçу ирттерĕр. Ятарласа уйăрнă тата хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме юранине ан манăр. Ỹсĕрле тата пĕччен шыва ан кĕрĕр. Лайăх ишме пĕлекен аслă çынсем сăнасан кăна ачасене шывра шăмпăлтатма ирĕк памалла.

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика