АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ

01 июня 2016 г.

Туктамăшри Поляковсем пысăк наградăна тивĕçнĕ Майăн 25-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн пысăк ушкăнне çемьери йăла-йĕркесене çирĕп-летес тата ача-пăчана воспитани парас ĕçшĕн "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа тата орден медалĕпе наградăласси çинчен 250-мĕш хушăва алă пуснă. Çĕршыв Пуçлăхĕн пысăк хакне тĕрлĕ регионти 60 яхăн çемье тивĕçнĕ, вăл шутра - Туктамăш ялĕнчи Елизавета Васильевнăпа Александр Петрович Поляковсем. Ял-йышра хисепе тивĕçнĕ мăшăр тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ парса çын тунă. Поляковсене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденĕн медалĕпе наградăлама йышăннă. Пысăк наградăна тивĕçнĕ çемье çинчен тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче çырса пĕлтерĕпĕр.

Хамăр инф.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика