АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пуласлăх

01 июня 2016 г.

Паян - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун. Республикăри пе-кех районта та чылай мероприятие ачасене халалласа ирттереççĕ. Çак асăннă кунпа усă курса тахçанах чĕрене канăç паманни пирки чарăнса тăрас килет. Сăмах - ачасемпе педагогсем пирки. Педагога эпир учитель е вĕрентекен тетпĕр тата вĕрентсе воспитани паракан çынна калатпăр. Çакна шута илсе районти хăш-пĕр педагог хайĕн вырăнĕнче мар тесе çирĕппĕнех калама пулать. Мĕншĕн?! Ăнлантаратăп: ача амăшĕ пулнă май е тата редакци ĕçĕпе ача сачĕсенче те, шкулсенче те пулма тỹр килет. Ача садне кайсан воспитатель пĕчĕккисене кỹрентернине курма пулать, шкулта ачасем çине тем те пĕр ырă мар сăмахсемпе кăшкăрашнине илтетĕн... Çитменнине тата клубсенче те сцена çине юрлама-ташлама тухакан ачасене кỹрентернине илтме тивет... Пĕр сăмахпа каласан, ачасене ним вырăнне хумасăр кỹрентернине, кăшкăрнине тăтăшах курма пулать. Паллах, кăшкăрашма юратакансем манпа килĕшмĕç те, ун пеккисен хăйсене валли сăлтавĕ-сем яланах хатĕр. Анчах та, хамăн сăмахăмсемпе эпĕ пĕччен мар. Манпа пĕрле ĕçтешĕмсем (эпир пĕрмаях ун пек самантсене сỹтсе яватпăр) тата чылай ашшĕ-амăшĕ те тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Эпĕ те каламасан - кам калĕ?! Педагогăн ĕçĕ çăмăл мар, пĕлетпĕр. Унăн тĕп тивĕçĕ - ачасене вĕрентесси. Тепĕр хут аса илтеретĕп: кăшкăрашасси мар. Йăл кулăпа, çемçе сăмахсемпе калаçакана кам юратмĕ?! Паллах, кашни эпир расна. Анчах та çакă хăвăн тарăхăвна ачасем çинче кăлармаллине- пĕтермеллине пĕлтермест-çке. Тепĕр тесен, алла учитель профес-сине илме пире никам та хистемен. Вĕрентекен ĕçĕнче те пире вăйпах тытмаççĕ. Çав тери йывăр пулсан - малашне те ачасемпе ĕçлесси пулатех-ши пирĕн?! Тен, урăх вырăн шырамалли вăхăт çитрĕ... Ачасем - пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Пирĕн вара пуласлăх пирки ырана хăвармасăрах паянах шухăшламалла. Пирĕн ачамăрсем хамăртан та лайăхрах, йĕркеллĕрех пулччăр!

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика