АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм чăваш диктанчĕпе "5" илнĕ

01 июня 2016 г.

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Пĕтĕм чăваш диктантĕнче "пиллĕк" паллă илнисене чысланă. Аса илтеретпĕр, диктантра Александр Артемьевăн "Çăкăр хакĕ" хайлавĕнчи текстпа усă курнăччĕ.

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акцие пĕтĕмпе 6374 çын хутшăннă. Вĕсенчен "5" илекенсем 1708 çын. Палăртмалла, çак йышра пирĕн районăн пултаруллă ывăл-хĕрĕ те пур. Вĕсене паян ятранах асăнас килет.

Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан: 5-мĕш класри Диана Михуткина, 6-мĕш класри Диана Матвеева, 7-мĕш класри Дарья Майорова, Диана Немешкина, Анна Сарина, 8-мĕш класри Ангелина Албакова, Анна Белокобыльская, Светлана Пахинова, Ксения Тимофеева, 9-мĕш класри Марина Семенова, Елена Гурьянова, 10-мĕш класри Дарья Петрова, 11-мĕш класри Татьяна Полозина, Анна Родионова, Диана Тимофеева, Людмила Елгайкина, Анна Петрова.

Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан: 5-мĕш класри Дарья Волкова, Анастасия Жижайкина, Виктория Кортунова, 7-мĕш класри Сергей Александров, Кристина Васильева, Кристина Кагайкина, Валентина Майорова, Константин Падюков, 8-мĕш класри Снежана Казакова, Александр Сидоров, Татьяна Фондеркина, 9-мĕш класри Юлия Журавлева, Алена Падюкова, Георгий Романов, 10-мĕш класри Валентина Михеева, 11-мĕш класри Татьяна Еремеева, Татьяна Мартышкина, Карина Селянкина, Дмитрий Шипеев.

Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан: 7-мĕш класри Наталья Данилова, 8-мĕш класри Михаил Князев, Анжела Петрова, Ольга Ухлейкина, 9-мĕш класри Ксения Данилова, Диана Ионова.

Çĕн Атикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан: 9-мĕш класри Анастасия Семенова, Екатерина Андреева, 10-мĕш класри Вера Устинова, Арина Васькина, 11-мĕш класри Светлана Пахинова.

Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан: 8-мĕш класри Анастасия Медведева, Надежда Мырочкина, 9-мĕш класри Анжелика Огонькова, Мария Стожарова.

Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан: 6-мĕш класри Надежда Емельянова, 8-мĕш класри Анна Емельянова.

Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан: 5-мĕш класри Диана Лихутина, 6-мĕш класри Вадим Степкин, 8-мĕш класри Елена Сундрякова, 9-мĕш класри Константин Ванюшкин, Линда Никитина, Марина Токшикова.

Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан: 8-мĕш класри Полина Шуськина, 9-мĕш класри Анастасия Артемьева.

Тури Çĕрпỹкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан: 5-мĕш класри Владислав Яковлев, 6-мĕш класри Анастасия Яковлева, 7-мĕш класри Наталья Иванова, 9-мĕш класри Татьяна Максимова.

Аслисем хушшинче пирĕн районтан Марина Михуткина, Оксана Мидушкина тата Светлана Яруткина иртнĕ çулхи пекех диктанта "пиллĕклĕх" çырнă.

Вĕсем пурте Пĕтĕм чăваш диктантне "5" паллăпа çырнине ĕнентерекен сертификата тивĕçнĕ. Асăрхаттаратпăр, списокри ятсене туллин кăтартман пирки эпир хăшĕ-пĕрине асăнмасăр та пултарнă, уншăн каçару ыйтатпăр.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика