АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс хумĕ хăйĕн патнех туртнă

01 июня 2016 г.

 1952 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Кив Атикассинче çуралнă, Çурçĕр флотĕнче службăра тăнă саппасри аслă мичман Павел Васильевич Ульянов вулакансене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.

- Çар службине Хĕрлĕ Чутайри Çар комиссариачĕ 1970 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче чĕнсе илчĕ. Малтанах Челябинск облаçĕнчи стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕнче (РВСН) службăра тăтăм. Электриксен уйрăмĕн командирĕ таранах вăй хума тиврĕ. Прапорщиксен шкулне вĕренсе тухрăм, службăра çав чаçрех тăтăм. 1979 çулхи декабрь уйăхĕн-чен пуçласа 1984 çулхи апрельччен Пермь-76 хулинчи ракета дивизийĕнче службăра пултăм. Унтан Çурçĕр флота куçрăм, шыв айĕн çỹрекен атомлă кимĕ çинче службăра тăтăм, аслă мичман званине тивĕçрĕм.

Темĕн те пулнă службăра тăнă вăхăтра. Пĕрремĕш хут тинĕсе тухсан 9-мĕш отсекра вахта тăракан пĕр матрос çакăн пек ыйту пачĕ: "Мичман юлташ, эсир хум силленинчен хăра-мастăр-и?" "Пĕлместĕп, эпĕ те сан пекех тинĕсе пĕрремĕш хут тухрăм вĕт", - терĕм. Икĕ кун çанталăк лайăх тăчĕ, виççĕмĕшĕнче шторм пуçланчĕ. Хăшĕ-пĕрисем хум силленĕ тапхăра чăтса ирттерес тесе хура çăкăр сухарине кăшлатчĕç. Отсексем тăрăх тăтăшах чупма тивнипе хумсене сисменпе пĕрехчĕ. Базăна таврăнсан автономлă ишеве тăрăшсах хатĕр- ленеттĕмĕр, тăтăшах тинĕсе тухаттăмăр. Икĕ хутчен инçетри çар походне хутшăнтăм.

Кун пекки те пулнă: тинĕсе тухас умĕн кимĕн борт саппасне тултарас тесе апат-çимĕç илтĕм. Ăна кимĕ çине çитерме çыран çинчи база грузлă автомобиль уйăрса паманччĕ. Эпĕ çул çине тухса иртен-çỹрен машинăна чарма тытăнтăм. Çав вăхăтра командирсем инструктажран таврăнатчĕç. Вĕсенчен пĕри мана кăнтăрла хыççăн тăватă сехетре тинĕсе тухнине пĕлтерчĕ, юласран асăрхаттарчĕ. Эпĕ вара çыранран ултă сехетре тапранатпăр тесе ăнлантăм. Ĕлкĕретĕп-ха тесе шухăшларăм. Пĕр хушăран ишев мастерскойĕн машини чарăнчĕ те пирс патне çитерме килĕшрĕ. Ун патне çывхарнă чухне пирĕн кимĕ пирсран тапраннине асăрхарăм. Мĕн тумалла? Апат-çимĕç тултарнă ешчĕксене казармăна хăвартăм та пирс енне, буксирсем тăнă çĕре, чуптартăм. Мана хирĕç кимĕ капитан-лейтенанчĕ утать. Вăл та кимĕ çине ĕлкĕреймен. Буксир капитанне тархаслама тивмерĕ. Вăл сăмахсăрах эпир хамăр кимĕрен тăрса юлнине сисрĕ, унăн командирне раципе хăвăртлăхне чакарма хушрĕ. Хамăр кимме хуса çитрĕмĕрех. Пĕррехинче тата ишеве тухнă хыççăн тăваттăмĕш кунне пирĕн çăкăр пĕтрĕ. Эпир 2-3 кунлăха кăна каятпăр тесе шутланă-çке-ха. Хытса кайнă çăкăра духовкăра ăшăтса çиеттĕмĕр. Борт çинче макарон нумайччĕ, унран чуста туса пĕчĕк булкăсем туса паратчĕç.

Йывăрлăхсем пулман мар, анчах вĕсене çĕнтерсе пыма тăрăшаттăмăрччĕ. Кимĕ çинче тĕрлĕ наци çыннисем те пурччĕ - пурте пĕр пысăк çемье пек пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Отпуск вăхăтĕнче кану çурчĕсене яратчĕç. Çĕнĕ çул уявне тинĕсре кĕтсе илни те пулнă. Командир пур отсекпа пост-сем тăрăх утса тухатчĕ, пурне те саламлатчĕ. Хамăр хушăра Хĕл Мучипе Юрпике те тупăнатчĕ. Тунсăха путман. Çуралнă кунсене те паллă тунă. Шăматкунсемпе "пысăк приборкăсем" ирттернĕ. Пĕррехинче кимĕпе пынă чухне пулăçсен тетелне темĕнле чĕрчун çакланнине асăрхарăмăр. Ăна ирĕке кăларма май килчĕ. Кам тетĕр? Нерпа (тюлень тĕсĕ). 1999 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче çар службинчен тухса саппаса куçрăм, унтан 20958 çар чаçĕн Радиотехника службин вĕрентỹ кабинет-не аслă инструктор-гидро-акустика вырнаçрăм. Унта 2006 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕчченех ĕçлерĕм.

Мăшăрăм, Галина Леонидовна Ульянова (Кудрейкина), Хусанушкăнь ялĕнчен. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен çар госпиталĕсенче медицина сестринче ĕçлерĕ. Вĕсенчен икĕ çулне службăра тăчĕ, ĕç ветеранĕ. Унăн Çарпа тинĕс флочĕн тĕп командованийĕн гра-моти те пур. Василий ывăл Мускаври потребитель кооперацийĕн институтĕнче (Шупашкарта) аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн çĕршывăмăрăн тĕп хулинче ĕçе вырнаçрĕ, унтах тĕпленчĕ, çемьеллĕ. Марина мăшăрĕ те чăваш, Комсомольски районĕнчен. Тата пирĕн юратнă мăнукăм Аня пур. Интереслĕ, манăн мăшăрăн та, унăн амăшĕн те, кинпе тăхлачăн та çуралнă кунĕсем пĕр кунта - февралĕн 17-мĕшĕнче. Тен, Турă çапла çырса панă.

1998 çулта АПЛ К-192 çинче радиаци аварине сирме пулăшнă çĕре хутшăннăшăн Мухтав орденне тивĕçрĕм. Çар службинче палăрнăшăн I тата II степеньлĕ медальсем, службăна лайăх пурнăçланăшăн виçĕ степеньлĕ медаль пур. Юбилей медалĕсемпе хисеп паллисем те чылай: "Раççей флотне - 300 çул", "Оборона министерствине - 200 çул", "Поляр унки леш енче тỹрĕ кăмăлпа службăна пурнăçланăшăн", "Çурçĕр флотне - 70 çул" тата ыттисем те. Çавăн пекех "Тинĕс çинчи сивĕ вăрçă ветеранĕ" асăнмалăх медаль пур.

Паянхи кун ялта тĕпленнĕ тесен те юрать. Анне те, Татьяна Васильевна Улянды, мăшăрăм та çумра.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика