03 июня 2016 г.
Çултан-çул район Хисеп хăми çĕнĕ сăнсемпе пуянланать. Кăçал та унта камсем пуласси паллă ĕнтĕ. Ун çинче учрежденисемпе организацисенчи, предприятисенчи пысăк опытлă, квалификациллĕ, пултаруллă ĕçченсене курма пулать. Хальхинче хисепе тивĕçнисен йышĕнче тракторист та, библиотекарь те, учитель те, кондитер та, ертỹçĕсем те, тухтăрпа ытти професси çыннисем те пур. Вĕсем пурте производствăра, социаллă сферăра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе хисепе тивĕçнисен шутĕнче: районти тĕп библиотекăн тĕп библиотекарĕ Елена Георгиевна Чубайкина, районти тĕп больницăн врач-лаборанчĕ Ольга Борисовна Яковлева, Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн истори учителĕ Николай Иванович Полозин, "Жилсервис" ТЯО техник-электрикĕ Александр Николаевич Мидейкин, "Аккозинское" ЯХПК тракто-рисчĕ Вячеслав Александрович Куд-ряшов, "Коминтерн" ЯХПК председателĕ Альбина Борисовна Новикова, "Нива" ЯХПК тĕп инженерĕ Юрий Гаврилович Воронов, "Питание" ТЯО кондитерĕ Римма Михайловна Трофимова, Хĕрлĕ Чутай райповĕн Вырăсушкăнчи лавкка заведующийĕ Елена Ивановна Парикова, районти газ участокĕн юсавпа строительство тата монтаж участокĕн мастерĕ Евгений Иванович Шуськин, районти халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрăн Атнарти стационар уйрăмĕн социаллă ĕçченĕ Анастасия Влади-мировна Степанова, "Исток" ТЯО директорĕ Валерий Иванович Пашкуртов, Владимир Владимирович Крыцов уйрăм предприниматель, райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Николаевна Дадюкова, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Валерьевич Герасимов.
Ĕçчен те пултаруллă çынсен ячĕсем ыттисене те тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарса тăрасса шанас килет.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"