АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки вĕçленчĕ, умра - Акатуй

03 июня 2016 г.

 Сисмерĕмĕр те июнь уйăхне çитсе кĕтĕмĕр. Ку уйăх тĕлне эпир кашни çулах çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ. Кăçал та ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăхпа ĕçленине кура майăн 31-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăхра та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерме май килчĕ. Районта пĕтĕмпе тĕштырă йышши культурăсене 3793 гектар акнă, вăл шутра çурхи тул 1357 гектар, урпа 1615 гектар, сĕлĕ 763 гектар йышăнаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене 826 гектар (704 гектар тĕштырă айне акнă, 122 гектар - хăйсем тĕллĕн), горчица 100 гектар, куккурус 365 гектар акса хăвартăмăр. Уйрăмах акара "Коминтерн", "Нива" ЯХПК-сем, Н.Лисаев, В.Никитин фермерсем плансене тултарса ирттерчĕç.

"Иккĕмĕш çăкăра" кăçал районĕпе пурĕ 12 хресченпе фермер хуçалăхĕ пĕтĕмпе 16 гектар лартса хăварчĕ. А.Мурайкин фермерăн çĕрулми лаптăкĕ чи пысăкки - 4 гектар, А.Картмасовăн - 2 гектар, Н.Абрамовăн - 1,5, ыттисен - сахалрах.

"Коминтернра", Н.Лисаев фермер хуçалăхĕнче шăтса тухнă калчасене хурт-кăпшанкăран тата тĕрлĕ чир-чĕртен пестицидсемпе, çумкурăкран гербицидпа хỹтĕ лессипе ĕçлеççĕ, икĕ пин ытла гектар çинче хими хỹтĕлевĕн ĕçĕсене пурнăçланă та ĕнтĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче нумай çул ỹсе-кен курăксене çулма пуçларĕç. Сăмахран, "Коминтерн" ЯХПК майăн 31-мĕшĕ тĕлне 84 гектар лаптăкран, А.И.Ермаков фермер 4 гектар çинчен курăк çулса илнĕ. Юнкун "Коминтерн" хуçалăхра çулса илнĕ курăка сенажа хывма тытăнчĕç. Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вăй илсе кăна пырать-ха.

Çитес кунсенче район комиссийĕ хуçа-лăхсен уй-хирне тухса калчасен шăтаслăхне тĕрĕслĕ. Камăн кăтартăвĕсем лайăх, вĕсене çĕр ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ "Акатуй" уявĕнче саламлăпăр. "Акатуя" кăçал июнĕн 11-мĕшĕнче "Чавал" уçланкăра ирттерме йышăнтăмăр. Унта яланхи пекех пултаруллă ĕç çыннисене чыслăпăр, савăнăпăр, канăпăр.

Владимир ХРАМОВ, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика