03 июня 2016 г.
Чăвашпотребсоюзăн сывлăха çирĕплетмелли "Салют" лагерĕнче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Унта республикăри потребительсен кооперацийĕсен организацийĕсен, предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем пухăннă. Хальхинче тăваттăмĕш хут иртекен форум чикĕсене анлăлатнă: кооператорсем патне кăçал Чулхула тата Киров облаçĕсенчи ĕçтешĕ сем те килсе çитнĕ.
Форума хутшăнакансене Чăвашпотребсоюз председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем саламланă. Форумра Чăвашпотребсоюзăн организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинче 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернисене чысланă.
Хĕрлĕ Чутай райпо коллективне хатĕрлев ĕç-хĕлĕшĕн пĕрремĕш, производствăна аталантарнăшăн иккĕмĕш, обществăлла апатланăва аталан-тарнăшăн виççĕмĕш вырăнсем панă. Форума пухăннисем Чăваш Республикин аэробика тата фитнес федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинапа хусканусем тунă, тренингсене, вăйăсене хутшăннă, спортра пултаруллисем ГТО нормисене панă.
Форумра çамрăксен "Прорыв" премине те парса чысланă. "Про-спорт" номинацире райпори ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Александр Максимов виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Н.АНТОНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"