03 июня 2016 г.
Атнарта пурăнакан Андрей Николаевич Мадебейкин "ман пек пуян çук та пуль" тесе укçа-тенкĕ пирки мар, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем нумай пулнипе савăнса калать. Савăнма унăн майĕ те пур: 5 хĕр, 13 мăнук, 25 кĕçĕн мăнук, вĕсенчен иккĕшĕ Галя хĕрĕ усрава илнисем. Андрей Николаевич вĕсене хăйсенни пекех йышăнать.
"Вĕсем мана кукаç теççĕ, апла пулсан вĕсем манăн мăнуксем. Ак çак кунсенче пĕри салтакран таврăнчĕ. Борис ятли те кĕçех çартан килмелле. Эп вĕсене чипер çаврăнса çитме ырлăх-сывлăх сунса ăсатса ятăм, эсир таврăннине, авланнине манăн курмалла пултăр терĕм. Куратăпах ĕнтĕ...", - тет 92 çулхи вăрçă ветеранĕ.
Çăмăл пулман Андрей Николаевичăн кун-çулĕ, 1942 çул пуçламăшĕнче вăл тăван çĕршыва тăшмантан хỹтĕлеме тухса кайнă. Малтанах çамрăксемпе Вăрмарта çар хăнăхăвĕсене ирттернĕ, унтан - фронта, Дон юханшывĕ урлă нимĕç тăшманĕ каçса кĕресрен хураллама янă. - Алăра пăшал та çук, пулемет тата пĕр граната кăначчĕ. Çапах тăшмана каçса кĕме памарăмăр. Çав çулхине сентябрĕн 19-мĕшĕнче эпĕ снаряд ванчăкĕпе хытă амантăм. Малтанах уйри госпитальте выртрăм, кайран суран йывăррине кура Свердловскри госпитале илсе кайрĕç. Госпитале илсе çитерсен урари гипса сỹрĕç те урайне шăпăр-шăпăр шурă хурт тăкăнчĕ. Суран тỹсме çук ыратнăран урана татса пăрахма ыйтрăм. Анчах операци туса урана çăлса хăварчĕç, - аса илет ветеран. Çапла Андрей Николаевич госпитальте çичĕ уйăх сипленнĕ. Унтан медицина комиссийĕ ăна киле яма йышăннă.
Андрей Николаевич мирлĕ пурнăçра яваплă ĕçсенче тăрăшнă, авланса мăшăрĕпе 7 ача çуратса ỹстернĕ. Шел пулин те, икĕ ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. 67 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă мăшăрĕ виçĕ çул каялла вилнĕ. Пилĕк хĕрĕ вара çемьеллĕ, хăйсем те кукамсем пулнă ĕнтĕ. Андрей Николаевич хĕрĕ патĕнче пурăнать. Тĕлĕнмелле те, сăн-пичĕпе те, ăс-тăнпа та пултаруллă вăл, çемьепе çыхăннă паллă кунсене, пулни-иртнине питĕ лайăх астăвать.
- Пурнăç çине пăшăрханмастăп, мана лайăх пăхаççĕ. Пенси те вăхăтра килсе тăрать, тыткаламалăх çитет. Сывлăх енчен хавшакланса пыратăп, çавă çеç, пуç çаврăннипе аптăратăп. Хама хам упраса пурăнма тăрăшатăп. Хальччен эп пирус туртман, эрех ĕçмен. Пирусне вăрçă вăхăтĕнче госпитальте выртнă чух сахал мар сĕннĕ, туртма килĕшместĕм. Пирусшăн апатне те пама хатĕрччĕ ун чух салтаксем, _ тет вăрçă ветеранĕ.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче 93 тултаракан ветеран хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнине каларĕ. - Хаçатсем килеççĕ, темиçе тĕрли те. Нумай хушă тытса лараймастăп, анчах вăхăтăн-вăхăтăн вулатăп, çĕршывра, районта мĕн пулса иртнине пĕлсех тăратăп, _ шĕлепкине пуçне тăхăннă май сăмахне вĕçлерĕ Андрей Николаевич.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"