АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонид Черкесов, "Пирĕн, аслисен, тĕп тивĕç - хамăрăн ачасен хăрушсăрлăхĕ"

03 июня 2016 г.

Июнĕн 1-мĕшĕнче тĕнче Ачасене хỹтĕлемелли куна паллă турĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн çĕршывра çак уяв çуллахи каникул, ача-пăча лагерĕсенче сывлăха çирĕплетмелли пĕрремĕш смени пуçланнипе тата ачасем аслашшĕсемпе асламăшĕсем патне кайнипе пĕр килет. Пĕтĕм республикипех çак кун тĕрлĕ уяв мероприятийĕсем иртрĕç, вĕсене шкул ачисем, ача сачĕсене çỹрекенсем хутшăнчĕç. Паллах, ашшĕ-амăшĕсем те аякра юлмарĕç.

Чи пысăк мероприяти "Ачасен ирхи зарядка" флэш-моб пулчĕ. Вăл июнĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртрĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче вăл виççĕмĕш хут пулчĕ, пин-пин çынна явăçтарчĕ - ача садне çỹрекенсене, воспитательсене тата ашшĕ-амăшĕсене. Йĕркелỹçĕсен кăтартăвĕ-пе, кăçал ирхи зарядкăна Шупашкарти пур ача сачĕсенчи вунă пин ытла шкул çулне çитмен ача хутшăнчĕ. Массăллă флэш-моба хутшăннă Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ачасене тата аслисене çуллахи пĕрремĕш кун çитнĕ тата каникул пуçланнă ятпа саламларĕ. Вăл Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун умĕн ача сачĕсенче ăсату кунĕсем пулнине тата унта çỹрекенсен пĕрремĕш Балĕ иртнине аса илтерчĕ. Халĕ çав ачасем кĕркунне парта хушшине ларма, пĕрремĕш класа кайма хатĕрленеççĕ.

Леонид Ильич шкул ачисене, шкул çулне çитменнисене çуллахи кунсенче лайăх канма тата шкулсемпе ача сачĕсене лайăх кăмăлпа таврăнма сунчĕ. Çавăн пекех Леонид Черкесов массăллă зарядкăна хутшăнакансен лайăх, килĕшỹллĕ ĕçне палăртрĕ. "Кун пек ача-пăча зарядкине эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Манăн хусканусем ачасен пек илемлĕ пулаймаççĕ, - йăл кулăпа палăртрĕ хула пуçлăхĕ. - Çав хушăрах эпĕ пĕчĕккисем, ача сачĕсене çỹрекен виçĕ-тăватă çулхи ачасем, хусканусене килĕшỹллĕ тата тĕрĕс пурнăçланине куратăп. Кун пек мероприятисем сывлăхшăн усăллă кăна мар, вĕсем аслисемпе ачасен кăмăл-туйăмне те хăпартаççĕ", - хушса каларĕ Леонид Черкесов.

Палăртмалла, хальхи массăллă зарядкăна ытти чухнехи пек профессионаллă спортсменсем мар, Шупашкарти ача сачĕсенчи физкультура инструкторĕсем хăйсен вĕренекенĕсемпе ирттерчĕç, вĕсенчен чылайăшĕ - "Фитнес-класа пĕрремĕш хут" хула проектне хутшăнакансем. Флэш-моб Шупашкарти залив çинчи тỹпене çĕр-çĕр тĕрлĕ тĕслĕ шар вĕçтерсе янипе вĕçленчĕ. Уяв Хĕрлĕ лапамра Шупашкарти хушма пĕлỹ паракан учрежденисен - Ачасен пултарулăх çурчĕн, ачасен пултарулăхне аталантаракан "Хунав" центрăн, Пултарулăх керменĕн тата Ачасен пултарулăх центрĕн - коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе тăсăлчĕ.

Уяв лайăх та савăнăçлă атмосферăра иртнине пăхмасăр Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси аслисен тĕп тивĕçĕ пулнине аса илтерчĕ. "Ачасене хỹтĕлемелли кун эпĕ пур ашшĕ-амăшне те çапла сĕнетĕп: хăвăр ачăрсене тимлĕхсĕр ан хăварăр. Çул çинче те, шывра та инкек пуласран вĕсене асăрхасах тăрăр. Çуллахи кунсенче ачасем сывлăхĕ-сене çирĕплетессе шанатăп. Çавна валли майсем çителĕклĕ: хула тулашĕнчи тата шкул çумĕнчи лагерьсем, асламăшĕсемпе аслашшĕсем патне кайни. "Пур ашшĕ-амăшне те чĕнсе калатăп - хăвăр ачăрсене асăрхасах тăрăр!" - терĕ Леонид Черкесов.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика