03 июня 2016 г.
Йĕкĕреш ача çурални ашшĕ-амăшĕшĕн ик хут телей теççĕ. Унпа пĕрлех вĕсене пăхса ỹстерме икĕ хут тимлĕх, тỹсĕмлĕх кирлĕ. Пĕччен ỹстерме, паллах, çăмăл мар...
Йĕкĕреш ачаллă çемьесенчен пĕри - Çĕнĕ центрти Рябченкосем. Çемье тăватă çынтан тăрать: ашшĕ-амăшĕ - Марина Николаевнăпа Алексей Леонидович, вĕсен йĕкĕреш ывăлĕсем - 2008 çулта Çĕмĕрле хулинче çуралнă Артемпа Антон. Артем Антонран маларах çут тĕнчене килнĕ. Ачасем кăшт ỹссен, 4 уйăха çитсен, мăшăр çемье пуçлăхĕн тăван тăрăхне, Донецк облаçне кайнă.
Анчах Украинăра вăрçă-харçăллă лару-тăру пуçланнине кура Марина Николаевна ачисемпе лăпкă та мирлĕ пурнăç шыраса икĕ çул каялла хăй çуралнă кĕтесе таврăннă. Кунта вĕсене Маринăн амăшĕ, ачасен кукамăшĕ Людмила Зиновьевна Отрикова, ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вăл халĕ хĕрне мăнукĕсене таса та сывă пăхса ỹстерме пулăшать, вăрçă асап-тертне урăх ан курччăр, лăпкăн пурăнччăр тесе тăрăшать. Артемпа Антон Хĕрлĕ Чутай шкулне çỹреме пуçланă. Халĕ вĕсем 2-мĕш класран вĕренсе тухнă. Марина Николаевна райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕнче оперативлă дежурнăйра вăй хурать.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче йĕркеленĕ йĕкĕрешсене халалланă мероприятире çамрăк амăшĕ Украинăра юлнă мăшăрĕшĕн, ачисем ашшĕшĕн тунсăхланине, уншăн хумханса пурăннине, çапах та лайăххине кăна шаннине пĕлтерчĕ. Амăшĕпе кукамăшĕн ăшшине туйса пурăнакан Артемпа Антон вара пуххăннисене сăвă каласа пачĕç, "Мы близнецы - это круче вдвое!" - терĕç вĕсем.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"