08 июня 2016 г.
Хальхи вăхăтра çамрăк çемьесене тимлĕх уйăрасси патшалăх тата вырăнти влаçсем туса пыракан тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Çавăнпах пулĕ нумаях пулмасть районти çичĕ çамрăк çемьене хваттер е çурт туянма, пурăнмалли условисене лайăхлатма сертификатсем пачĕç.
Ку хутĕнче тăватă çемье - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Романовсем, Ульяновсем, Барышниковсем, Мăн Этмен ял тăрăхĕн-чи Храмовсем - "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен аталантарасси" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн çурт çĕклеме е хваттер туянма социаллă тỹлевсене тивĕçрĕç. Тепĕр виçĕ çемье - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Александровсем, Ильинсем тата Атнар ял тăрăхĕнчи Вашуркинсем - "Кил-çурт" федераллă тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене кил-çуртпа тивĕçтересси" çумпрограммине хутшăннă, вĕсем те пурăнмалли вырăн туянма е ăна лайăхлатма пултарĕç.
Кил-çурт туянма е пурăнмалли усло-висене лайăхлатма сертификатсене тивĕçекен çемьесен шучĕ районта çултан-çул ỹссех пырать. Çỹлерех асăннă çемьесене пырса тивнĕ савăнăç черетре тăракан ытти çамрăк çемьесене те нумай кĕттермессе шанас килет. Райадминистрацин специалисчĕ Светлана Ильина пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун районта "Кил-çурт" программăпа черетре 136 çамрăк çемье тăрать.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"