08 июня 2016 г.
Ял тăрăхĕсенче пуçаруллă çынсем пулсан ялсем пĕтмеççĕ теççĕ. Çакна тем пекех шанас килет. Çавăн пек çынсем пирĕн районта хушăнса пыни сисĕнет. Юлашки ик-виç çулта хресченпе фермер хуçалăхĕсен шучĕ районта 25 çитни те çакна çирĕплетет.
Вырăсушкăнь ялĕ, сăмахран, район центрĕнчен 21 çухрăмра, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Пысăках мар ялта 117 кил, вĕсенче 200 яхăн çын шутланса тăрать пулин те, пурăнаканни çурри кăна. Малтан Вырăсушкăнь ытти çичĕ ялпа пĕрле "Марксист" колхоза кĕнĕ. Вăл темиçе хуçалăх çине пайланса кайнăранпа чылай çул ĕнтĕ. Ферма çурчĕсем те пушах, юхăнса ларнă.
Иртнĕ çул ялта пуçаруллă, ĕçлес тĕл-левлĕ çынсем тупăннă. Вĕсем - çак ялта çуралса ỹснĕ Александр Чугунов тата унăн тĕп пулăшаканĕ, хула каччи, тăванĕ Денис Константинов. Денис контрактпа службăра тăнă хыççăн яла ялхуçалăх ĕçне йĕркелесе ярас тĕллевпе куçса килнĕ. Унччен вăл выльăх-чĕрлĕхпе аппаланса курманнине никамран та пытармасть, çак ĕç килĕшнине пĕлтерет. Иртнĕ çул Александрпа Денис пĕр тĕллев тытса ялтан инçе мар пушă ларакан колхоз фермине хăйсен вăйĕ-пех юсаса усă курма пуçланă, тăррине çĕнĕрен тунă, шыв кĕртнĕ. Калмыкирен илсе килнĕ сурăхсем туянса ĕрчетме тытăннă. Хуçалăхра халĕ сурăхсемпе путексен хисепĕ 80 пуçа çитет, ăратлă така та пур. Унсăр пуçне вĕсем 21 пуç пушмак пăру усраççĕ. Çитес çул выльăх шутне ỹстерме, сумалли ĕнесем те тытма шутлаççĕ. Çавна май паянхи кун Александр Чугунов ял тăрăхĕн территорийĕнчи усăсăр выртакан 86 гектар çĕре уйăрттарса илес тесе документсем йĕркелет. Ферма çывăхĕнчи 6 гектар çĕре кĕтỹ çỹретме, 80 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăксем акма палăртать.
Фермерăн планĕ пысăк: çитес çул çемье ферми йĕркелесе ятарлă программăна хутшăнасси, пысăк ĕне ферми тăвасси. Пуçланă ĕçе аталантарса яма Александр Чугуновăн, çывăх çыннисен кăмăлĕ те, вăй-хăвачĕ те пур. Эппин, пуçаруллă çынсене ăнăçу сунмалли кăна юлать.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"