08 июня 2016 г.
- Эпир, Шуккакасси ялĕнче пурăнакансем, пире пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама ыйтса çыратпăр. Пирĕн урамра каçхи çутă çук. Мĕншĕн-ши? Тата пирĕн ялта лавкка та çук. Çăкăр илме пирĕн е Мучикассине, е автобуспа Хĕрлĕ Чутая каймалла. Апла туни вара питĕ хакла ларать. Карăкçырмине е Мучикассине килекен çăкăр машини пирĕн яла та кĕрсе тухсан питĕ аван пулмалла та... Пĕлтĕр ялта çул тума пуçларĕç, анчах та халĕ пирĕн çуртсем патне пыма май çук - çакă та хăйне май хăрушлăх кăларса тăратать. Шуккакасси йĕри-тавра çырмасем, анчах унта пĕр пĕве те çук. Пушар тухас пулсан ниçтан та шыв илме май çук. Ял хушшинче пĕве тусан лайăхчĕ те. Çак ыйтусене татса пама ялта депутат та, староста та çук пек туйăнать.
Шуккакассисем.
- "Чувашская энергосбытовая компания" АО энергие усă курассипе чару режимĕ çине куçнăран Тралькасси ял тăрăхĕнчи пур ялта та, вăл шутра Шуккакассинче те, 2016 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен урамри çутăсене сỹнтернĕ. Ял тăрăхĕн бюджетне харпăр хăй хушма тупăшĕ кĕрсен парăмсене тỹлесе татĕç, вара урамсенче каллех çутă пулĕ.
Район территорийĕнче 100 çынтан та сахал пурăнакан 22 ял шутланать, вĕсенчен саккăрăшĕнче стационарлă суту-илỹ объекчĕсем пур, 14-шне куллен кирлĕ таварсемпе автолавкăсем тивĕçтереççĕ. Шуккакасси ялĕ çын сахал пурăнакан ялсен шутне кĕрет, çавăнпа та кунта Хĕрлĕ Чутай райповĕ эрнере икĕ хут - юнкун тата шăматкун 10 сехетре - çăкăр-булка илсе килмелли график йĕркеленĕ. Аякра вырнаçнă ялсене уйрăм предпринимательсем куллен кирлĕ таварсене илсе кайса сутаççĕ. Инçетри ялсене автолавкăсем тухса çỹремелли графика уйрăм предпринимательсемпе килĕшсе йĕркелессипе райпо çине тăрса ĕçлет.
Шуккакассинче çул тăвас ĕç республикăри автоçулсем тумалли ятарлă Стандартпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Хальхи вăхăтра кунта вак чул сарнă, малашлăхра кюветсене çирĕплетмелле тата çулăн çиелти сийне майлаштармалла. Ку çула тăвассине ЧР Строительство министерстви тĕрĕслесе тăрать. Хальхи вăхăтра ялти автоçул проектпа смета докуменчĕсемпе килĕшсе тăрать, ун пирки тĕрĕслев органĕсем асăрхаттарни çук.
Ял территорине пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшре "Нива" ЯХПК-н шыв башнипе усă кураççĕ, вăл Шуккакассинчен 250 метрта вырнаçнă. 2015 çулта Шуккакассинче пурăнакан Лидия Александровна Чучакова пуçарнипе, ял халăхĕн укçи-тенкипе тата вăйĕпе пĕве тунă.
Депутатсемпе староста çукки пирки çакна калама пултаратпăр: ял тăрăхĕнчи граждансен пухăвĕнче Шуккакасси ялĕн старостине Ираида Александровна Горланована суйланă. Вăл - Тралькассинчи Культура çурчĕн заведующийĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шуккакасси ялĕн 6-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă округĕпе Виктор Павлович Кабырев пенсионера депутата суйланă.
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"