10 июня 2016 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май июнĕн 9-мĕшĕнче ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе агрономĕсем уй-хирте пулса ялхуçалăх предприятийĕсен кĕрхи, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен шăтаслăхне, вĕсем мĕнле шайра пулнине тишкернĕ.
Районти хаклав комиссийĕ кăçал кăтартусене тăватă номинаципе хакланă. "Ялхуçалăх культурисене пысăк шайра туса илнĕшĕн" номинацире "Коминтерн" ЯХПК çĕнтернĕ. "Нива" ЯХПК "Кĕрхи культурăсене лайăх акнăшăн", "Свобода" колхоз "Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене лайăх акнăшăн" номинацисенче мала тухнă. Хресченпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче Н.Лисаевăн ака ĕçне лайăх хак панă. Вĕсене пурне те ыран Акатуйра Хисеп хучĕсем парса чыслĕç.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"