10 июня 2016 г.
Район прокуратурипе Роспотребнадзорăн территорири уйрăмĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе сутă тăвакан лавккасене тĕрĕслерĕç. Çак тĕллевпе районти райпо тытăмĕнчи, çавăн пекех салари тата ялсенчи уйрăм лавккасенче пулчĕç. Лавккасенче усрав вăхăчĕ иртнĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе сутă туни çиеле тухрĕ. Унсăр пуçне апат-çимĕç продукчĕсем çинче маркировка ярлыкĕсем, хăш-пĕр таварсем çинче пĕр пек йĕркеленĕ хак хучĕсем пулман. Çавăн пекех хăш-пĕр лавккасенче пирус продукцине саккуна пăхăнмасăр сутни курăнчĕ: ваккăн сутакан таварăн переченьне туман, туртма чаракан паллăна пач та вырнаçтарман. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе саккуна пăснă пирки 10 административлă ĕç уçрăмăр, çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратрăмăр.
Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"