10 июня 2016 г.
Туктамăш ялĕнче пурăнакан Соловьевсем патне эпĕ çитнĕ вăхăтра вĕсем килти хуçалăхри теплицăра вăй хуратчĕç. Пахча çимĕç çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ сахал мар вырăн йышăнать. Пурнăçа çак ĕçпе çыхăнтарни вĕсемшĕн ăнсăртран пулса тухман, пурнăç хăй хистенĕ. Пĕрисем, ав, Мускава çул тытаççĕ, Соловьевсем вара ялтах ĕçсĕр пĕр кун та лармаççĕ. 50 çул урлă каçсан вĕсемшĕн çĕнĕ ĕç тапхăрĕ пуçланнă темелле.
Элĕк районĕнчи Асакасси ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш каччи Виталий Юрьевич унччен районти "Урожай" ятлă пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн пилораминче чус-хăма çурнă çĕрте ĕçленĕ. Мăшăрĕ Галина Геннадьевна та ялта çитĕннĕскер, ял пурнăçĕпе ĕç-хĕлне лайăх пĕлет, вăл хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте шут ĕçĕпе ĕçленĕ. Пахча çимĕç тата улма-çырла çитĕнтерме вăл ачаранах вĕренсе ăша хывса ỹснĕ. 2011 çулта çак ĕçчен мăшăр теплица тунă, унта хăяр, помидор, пăрăç, симĕс сухан çитĕнтерме тытăннă.
- Малтанах ятарлă проектпа хатĕрленĕ теплицăна хĕллехи вăхăтра ăшăтмалли пăрăхсем хутăмăр. Каярахпа поликарбонат тата ытти хатĕрсене туянма хăват çитертĕмĕр. Кунсăр пуçне интернет урлă çыхăнса пахча çимĕçĕн паха вăрлăхне, им-çам тата ытти хатĕрсене туянтăмăр. Çапла анкартинчи çирĕм сотка çĕр çине теплица вырнаçтарса лартрăмăр. Иртнĕ çул теплицăра икĕ тонна ытла хăяр туса илтĕмĕр. Помидор пĕр тонна çурă пулчĕ. Кăçал та тухăçа чакарасшăн мар. Паянхи пурнăçра кам хăвăртрах, çаврăнăçуллăрах - унăн ĕçĕ те ăнса пырать, - тет кил хуçи Виталий Юрьевич.
Пысăк теплицăра ĕçĕ нумаййи каламасăрах паллă. Пахча çимĕç ỹстерме, ăна вырнаçтарма çăмăл мар, ир пуçласа мĕн каçчен тар тăкма тивет. Паян çак теплицăсем аякранах курăнса лараççĕ. Унта кĕрсен пахча çимĕç тĕнчине лекетĕн. Çитĕнекен хăярпа помидорсене курсан чун хĕпĕртет. Вĕсене вăхăтра шăварса, апатлантарса, хурт-кăпшанкăран им-çамласа тăраççĕ, çавăнпах ỹсен-тăран парка та ешĕл. Соловьевсем чуна парса ĕçлени куçкĕрет. Кунта сортсене уйăрма çăмăл пултăр тесе ячĕсене çырса çакнă: "Вернисаж", "Гибрия", "Кураж" тата ытти те.
Пĕр тĕмрен 15 килограмм хăяр, 10 килограмм ытла помидор çитĕнтерсе илеççĕ. Паянхи рынок тĕрлĕ çĕртен илсе килнĕ пахча çимĕçпе тулса ларнă пулин те, вĕсен пахалăхĕ çапах иккĕленỹ çуратать. Соловьевсем çитĕнтернĕ хăярпа помидор вара пахалăхлă, таса пулни пĕртте иккĕлентермест. Çакна район çыннисем каланине пĕрре мар илтнĕ, курнă. Çакă туянакансем вĕсен ĕçне хаклани мар-и? Паха çимĕç патне Çĕмĕрле хулинчен тата ытти çĕртен те килекенсем пур.
Çавăн пекех ỹркенмен кил хуçи теплицăра тар юхтарнисĕр пуçне халăха чус-хăмапа та тивĕçтерет. Çакна пурнăçлама хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă вăл. Çурмалли йывăçне чылай маларах туянса хума тăрăшать. Паллах, ĕçре чăрмавсемсĕр пулмасть, анчах хăйсен ĕçне чунпа парăннă çынсем йывăр тесе алă усса лармаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Вĕсен ĕçченлĕхĕпе пуçарулăхĕ кăмăла çĕклет. Ялти çынсен Соловьевсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Килти хушма хуçалăхра мăшăр ĕнепе пăру, кроликсем, кăрккасемпе чăх-чĕп усрать. Çапла майпа килтех аш-какай, сĕт-çу туса илет. Кĕскен каласан, чăн-чăн ял ĕçченĕсем теме пулать вĕсем пирки. Пурнăç ĕçчен çынсемпе тĕреклĕ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем.
В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"