10 июня 2016 г.
- Çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесен эпир йăлана кĕнĕ тăрăх Акатуя пуçтарăнатпăр. Кăçал ĕçпе юрă тата спорт уявĕ "Чавал" уçланкăра ыран, июнĕн 11-мĕшĕнче, иртĕ. Акатуйăн савăнăçлă пайĕ 11 сехетре пуçланать. Ун вăхăтĕнче хĕрлĕчутайсене сумлă хăнасем саламлĕç, çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç, лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракан ялхуçалăх ĕçченĕсене чыслĕç. Спорт ăмăртăвĕсем 11 сехет те 45 минутра старт илĕç. 12 сехетре уяв концерчĕ пуçланать, ун вăхăтĕнче районти пултарулăх ушкăнĕсен ташши-юррине курса савăнма май пулĕ. 14 сехетрен пуçласа 15 сехетчен - уяв дискотеки. "Акатуй мĕнле иртет, тыр-пул çапла çитĕнет", - теççĕ халăхра. Çавăнпа ыран пурне те "Чавал" уçланкăна пухăнса савăнма йыхравлатпăр. Ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупмалла.
Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"