17 июня 2016 г.
Нумаях пулмасть районта гражданла оборона тата чрезвычайлă пулăмсене асăрхаттарас тата сирес, çынсене пушартан, шыври инкексенчен сыхлас тĕллевпе командăпа штаб вĕренĕвĕ пулнă. Тĕп мероприятисен планĕпе хальхинче вĕренỹ "Район территорийĕнче тупса палăртнă сыснасен Африка чумине тĕп тумалли мероприятисене йĕркелесси" темăпа иртнĕ.
Шухăшласа кăларнă ĕç-пуç тăрăх, районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцине Туктамăш ялĕнчи пĕр хуçалăхра виçĕ уйăхри сысна çури вилни çинчен пĕлтернĕ. Кил хуçи сăмахĕпе сысна çурине икĕ кун каялла Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ. Выльăх пирки нимĕнле документ та пулман. Кил хуçалăхне тишкернĕ - хуçалăхра урăх выльăх пулман. Сысна виллине çурса пăхнă хыççăн Африка мурĕн паллисене тупса палăртнă. Вĕренỹ вăхăтĕнче çакăн пек чрезвычайлă лару-тăрура (сăмахран, хăрушă чир тупсан) должноçри специалистсен тата службăсен ĕç йĕркине туса пăхнă.
Вĕренỹре медицинăра, пушар хуралĕнче, право йĕркинче, ветслужбăра ĕçлекенсем оперативлă тата мобильлĕ ĕçлеме пултарнине кăтартса панă. ЧР патшалăх ветеринари службин ертỹçин çумĕ Николай Харитонов службăсен ĕçне пĕтĕмĕшле лайăх хак панă.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"