17 июня 2016 г.
Нумаях пулмасть район прокуратури Çĕмĕрлери 8-мĕш номерлĕ налук службипе тата вырăнти Пенси уйрăмĕпе пĕрле пĕр уйрăм предпринимателĕн суту-илỹ ĕçĕнче ĕç саккунне пăхăннине тĕрĕслерĕ. Тĕрĕслев асăннă гражданин патĕнче икĕ çын ĕçленине кăтартрĕ. РФ Ĕç кодексĕпе ĕç килĕшĕвне икĕ экземплярпа хатĕрлеççĕ: пĕри ĕçпе тивĕçтерекенре упранмалла, тепри - ĕçлекенре. Ĕç килĕшĕвĕнче ĕçлекенĕн алă пусни пулмалла. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: уйрăм предприниматель ăнлантарнă тăрăх, вăл вĕсене чăннипех ĕçе илнĕ. Анчах та асăннă граждансем вĕсене ĕç килĕшĕвĕсем кирлĕ маррине пĕлтернĕ. Ĕç килĕшĕвне туманни РФ Ĕç кодексĕн 67 статйине пăсни пулать. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе предпринимателĕн административлă явап тытма, 5 пин тенкĕ штраф тỹлеме, тивет.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"