17 июня 2016 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей кунне паллă турĕç. Вăл - Раççей Федерацийĕнчи патшалăх шайĕнчи чи çамрăк уявсенчен пĕри. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă, вăл вара Раççей Конституцийĕпе унăн саккунĕсем пуç пулса тăнине пĕлтернĕ. 1992 çултанпа çав кун Раççейри пĕтĕм хулапа ялта уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапама 5 пин ытла çын пухăннă. Пултарулăх коллективĕсем çĕршывăн кĕске историне сăнлакан театрализациленĕ куравпа уява уçнă. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламланă, Раççей кунĕ наци пĕрлĕхĕн сим-волĕ, патшалăхăн вăй-хăвачĕ пулнине палăртнă. Михаил Васильевич чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн "Раççее юратăр, ĕненĕр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ" текен пехилне аса илтернĕ. "Çак сăмахсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине упрать, Тăван çĕршыва юратать", - тенĕ республика ертỹçи. Шупашкарта пурăнакан тăхăр çамрăк çав кун Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илнĕ. Паспортсене савăнăçлă лару-тăрура панă çĕре РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă, яш-кĕрĕме саламланă.
Пухăннисене саламланă май Леонид Черкесов уявра çамрăк çынсене курма хавас пулнине палăртнă. "Ку уяв Тăван çĕршыва юратакан, хăйĕн историйĕпе, халăхĕпе мăнаçланакан тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерет, - тенĕ вăл. - Чи малтанах уяв çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен вĕсен тăван историпе, Раççее çỹле йăтнă аттесемпе, асаттесемпе тата мăн асаттесемпе мăнаçланмалла".
Источник: "Пирěн пурнăç"