АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маркеловсем - ĕçчен çемье

17 июня 2016 г.

Çапла калас килет манăн Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Маркеловсен çемйи çинчен. Çемье пуçĕ, апрель уйăхĕнче 78 çул тултарнă Алексей Яковлевич, çак ялтах хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ, кунтах тĕпленнĕ. "Пирĕн маçак, Мартын Андреевич Андреев, Хурашаш чиркĕвĕнче ĕçленĕ, ăна ял халăхĕ чиркỹ старостине суйланă, вăл халăхра ыр ятпа çỹренĕ, халăх ăна юратнă, шаннă", - аса илет вăл.

Çĕршывра чиркỹсене аркатма тытăнсан чиркỹ-ре ĕçлекенсене чи малтан пĕтернĕ. Старостăн мĕнпур пурлăхне, кил-çуртне туртса илнĕ, йывăç сарайне те, вĕр çĕнĕ ларсене те сĕтĕрсе тухса кайнă. Анчах та кил-çуртне туртса илсессĕн те хăйне тивмен, Çĕпĕре хăваласа яман, ял халăхĕ ун хутне кĕнĕ пулас. - Çынсем хăйсен тăванĕсен ырă ятне та-вăрчĕç, пирĕн асаттене Çĕпĕре яман та - унăн ырă ятне тавăрман, - тет Алексей Яковлевич.

Алексей Яковлевичăн ашшĕ Яков Мартынович 1904 çулта Иккĕмĕш Хурашашра кун çути курнă. Алексей ашшĕне тĕлĕкри пек çеç астăвать, лешĕ вăрçа тухса кайнă чухне 4 çулта çеç пулнă-çке! Ашшĕ 1942-мĕш çулта алла повестка илнĕ, киле темиçе çыру çырса яма ĕлкĕрнĕ, унтан хыпарсăр çухалнă. Çемье лаша усранă, лашине те вăрçа илсе кайнă. Юратнă лашине военкомата амăшĕ хăех çавăтса кайнă.

- Атте ăшшине туйса кураймарăмăр, мĕн пĕчĕкрен нушаллă, выçăллă-тутăллă çитĕн-мелле пулчĕ, - тет Алексей Яковлевич.

Çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл пулнă, хĕрсем чирлесе ирех вилнĕ, Алексей амăшне куллен вăй çитнĕ таран пулăшса пурăннă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, унтан Хурашашри шкулта 7 класс пĕтернĕ. Вăл вăхăтра вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнă, çавăнпа Штанашри вăтам шкула вĕренме каяйман, чылай вăхăт иртсен çеç Хусанушкăнчи вăтам шкула куçăмсăр мелпе вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Амăшĕ, Татьяна Николаевна, юратнă мăшăрĕ вăрçăран таврăнасса ĕмĕр тăршшĕпех кĕтсе пурăннă, урăх çемье çавăрман. Ăна та ыттисемпе танах вăрçă вăхăтĕнче Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă, мĕнпур халăхпа вăрçă нушине тỹссе ирттерни ахаль иртсе кайман, ватлăхра вăл суккăрланса ларнă. 7-мĕш класс хыççăн 13 çулхи арçын ача "Победа" колхозра сысна пăхаканра ĕçлеме пуçлать.

21 çула çитсен каччăна "Победа" колхозăн иккĕмĕш бригада бригадирне уйăрса лартаççĕ. Шăп та лăп 20 çул хушши çак йывăр лава туртса пырать Алексей Яковлевич. Иккĕмĕш бригада ĕçченĕсем тăрăшнипе, бригадир ĕçе йĕркелесе ертсе пынипе тыр-пул тата çĕрулми тухăçлăхĕ çулсерен ỹссе пырать, 1976 çулта пĕр гектартан 30 центнер тĕштырă туса илеççĕ, çĕрулми тухăçлăхĕ - 200 центнер. 20 çултан ăна парка заправщика уйăрса лартаççĕ. Тăватă çултан вăл ферма заведующийĕнче тăрăшма тытăнать. 1973 çулта таврари темиçе колхоза пĕрлештереççĕ. Колхоз Ленин ячĕпе хисепленсе тăма пуçлать. 1986-1998 çулсенче Алексей Яковлевич Сĕнтĕкçырминчи ферма заведующийĕнче тăрăшать. Мĕн кăна тума тивмест пуль ферма ертỹçин! Фермăра пин пуç ытла ĕне-пăру тата сысна-вăкăр пулнă вăл вăхăтра. Пурне те тăрантармалла, вăхăтра шăвармалла, выльăхсене пусса тирпейлемелле, документсене тĕрĕс çырса хатĕрлемелле, выльăх картине те таса тытмалла...

Алексей Яковлевич алĕç тума маçтăр иккен, хулăран тĕрлĕ карçинкка ăсталама пĕлет. Унăн мăшăрĕ Перасковья Васильевна Кив Атикассинчен, ĕç ветеранĕ. Вăл ытларах бригадăра ĕçленĕ. Çемьере 3 хĕрпе 2 ывăл ỹссе çитĕннĕ, пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Ольга Алексеевна университет пĕтернĕ хыççăн Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче биологи вĕрентет. Алевтина та университет пĕтернĕ, Хĕрлĕ Чутайра казначействăра экономистра тăрăшать. Ирина Шупашкарти республика больницинче реанимаци уйрăмĕнче медсестрара ĕçлет. Владимир та Шупашкарта пурăнать, тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаканни те пур ку çемьере, Николай колхозсем арканиччен паркра ĕçленĕ. Çемье чылай выльăх-чĕрлĕх усрать. Маркеловсен 11 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук. Алексей Яковлевич Маркелова ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă. 1981 çулта хастар ĕçчене "Чăваш АССР-ĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă. Темиçе хутчен те ял Канашĕн депутатне суйланă.

- Маншăн Çĕнтерỹ уявĕ чуна, чĕрене хускатакан уяв, - тет ветеран. - Тантăшсен ашшĕсем вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç, вĕсем ашшĕсемпе ỹсрĕç. Эпир, вăрçă ачисем, аттесĕр ỹснисем, вĕсемшĕн нимĕнле пособи те илеймерĕмĕр. Галина ЗОТОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика