17 июня 2016 г.
Шулю ялĕ пирки çырма ларсан малтан ку тăрăх аваллăхпа çыхăнман, вулакансене кăсăклантарма пултаракан вырăнсемпе ĕç-пуçсем çинчен çырма йывăртарах пек туйăнчĕ. Анчах та эпĕ Йăнăшни тỹрех палăрчĕ. Курса ăмсанмалли нумай кунта - ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çуллахи вăхăтра тип-тикĕс уй-хирĕн ытарайми шăрши, ялтан инçех мар вăрманти çырли-кăмпи хăех мĕне тăрать. Шулю тăрăхĕн историйĕ, ялти ĕçчен те тараватлă çынсем пирки пĕлтермелли те нумай. Чарăнса тăрар-ха вĕсем çинче. Малтанах авалхи чăвашсен историне аса илер-ха. Ăçтан, мĕн сăлтавпа темиçе вуншар çухрăма килсе вырнаçнă вĕсем?
Хырçă-куланай тỹлессинчен хăраса, патша пусмăрне чăтаймасăр, хăйĕн тĕнне упраса хăварас тесе тата ытти тĕрлĕ сăлтава пула чăвашсем çын шыраса тупайман чăтлăх вăрмансенче шыв хĕррисене, çăлкуçсем патнерех тĕпленсе пурăннă. Çакна Шулю ялĕн историйĕ те çирĕплетет. Кунта та чи малтан темиçе чăваш çемйи килсе вырнаçнă теççĕ. Вĕсем авкаланса çаврăмăн-çаврăмăн юхакан Шоли ятлă пĕчĕк юханшыв хĕрринчи кăнтăр айлăмне, курăк-çерем ешернĕ çĕре килĕштернĕ.
Çак илемлĕ вырăна куç хывнă хыççăн вĕсем унта пурăнма тытăннă, пĕчĕк йывăç çуртсем лартнă. Йĕри-тавра ирĕклĕ вырăн çителĕклĕ пулнă пирки тыр-пул туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Кайран вĕсем патне ытти çынсем те куçса килсе кил-çурт çавăрнă. Çапла вара ял йĕркеленсе кайнă темелле. Унăн вырăнĕ шыв-шурпа çыхăнса ял ятне куçса юлнă. Шоли сăмахăн пĕлтерĕшĕ кунта пурăнма пуçланă чăваш арçыннин хушма ячĕ пулнине çирĕплетет (Н.И.Ашмарин пухса çырнă словарьтен).
Ялăн историйĕ 250 çултан кая мар. Çакă тĕрлĕ архив докуменчĕсенчен аван палăрать. Малтан ял Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесне кĕнĕ, Пантьăк вулăсне пăхăнса тăнă. Октябрьти революци хыççăн, уессемпе вулăссем вырăнне районсемпе ял Канашĕсене йĕркелесен, Хĕрлĕ Чутай районĕпе пĕрлешнĕ. 1897 çулхи халăх çыравĕ тăрăх, ялта 397 арçын, 379 хĕрарăм пурăннă. Вăл вăхăтра халăх йышĕпе ял пысăккисенчен пĕри шутланнă, çемьесенче 6-8 ача таранах çитĕннĕ. Ял аталанăвне тишкерсе пăхсассăн чи малти вырăна кунти шкулăн кун-çулĕ тухса тăрать. Ĕлĕк халăха Турă йĕркипе вĕрентсе воспитани панă ялсем чиркỹсене пăхăнса тăнă. Ял çыннисем Пантьăк прихутне кĕнĕ пирки ачасене вĕрентме 1891 çулта чиркỹпе прихут шкулне уçнă. Кунта ачасем тăван чĕлхе çырулăхне алла илме, чăвашла чĕвĕлтетме вĕреннĕ. Пантьăк чиркĕвĕн тиекĕ Дмитрий Березин вара Турă саккунĕ-сене вĕрентнĕ. Малтанхи вăхăтра шкул уçăлнă хыççăн унта 24 ача çỹренĕ. Вырăнти халăх çакна лайăх кăмăлпа йышăннине шкулта вĕренекенсен шучĕ çулсерен ỹссе пыни те аван çирĕплетет. Шкула Кăрмăш земствин управленийĕ хăйĕн укçи-тенкипе тытса тăнă пĕчĕк йывăç çуртра пĕр класс тата учитель пурăнмалли пỹлĕм, хутса ăшăтмалли кăмака пулнă. Тĕттĕмре çутма краççын лампипе усă курнă. Малтанхи çулсенче кунта пĕрремĕш вĕрентекенре чиркỹ çыннин хĕрĕ Любовь Павловна Кудрявцева ĕçленĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче шкул ĕçне малалла аталантарнă, унăн уставне улăштарса, статусне хăпартса пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ялта çĕнĕ шкул çурчĕ туса лартнă, çĕр уйăрса панă, унта ачасене ĕçе хăнăхтарнă, пахча çимĕç туса илме вĕрентнĕ. Каярахпа, тепĕр çĕнĕ корпус хута кайсан, шкул ачисен йышĕ палăрмаллах ỹснĕ. Шулю шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче 50 ытла учитель ĕçленĕ.
Çакна та палăртма кăмăллă, шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ята тивĕçнисем сахал мар. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 296 çын тухса кайнă, 167-шĕ вара çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă е йывăр аманса таврăннă. Паян паттăр салтаксенчен пурăнаканнисем юлман. Хаяр вăрçă çулĕсенче ялта пурăннисем Сăр юханшывĕ хĕррипе тăшманран хỹтĕ-лемелли тарăн траншейăсемпе окопсем чавнă çĕрте тăрăшнă. Хĕллехи сивĕ кунсенче ытти вырăнсенчен килнисене нумайăшне хỹтлĕхе илсе хваттерсенче пурăнтарнă. 1973 çулччен Шулю ялĕн уйрăм "Новый путь", кайран "Родина" колхоз та, ял Канашĕ те пулнă. Яла 1961 çулта радио тата электричество кĕртнĕ. Ялти лавккана çĕнĕ çурта куçарнă. Çав çулсенчех Культура çурчĕ, библиотека ĕçлеме тытăннă. Шулюсем ялхуçалăх продукцине туса илессипе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вĕсем выльăх-чĕрлĕхне те ăнăçлă ĕрчетнĕ, тырри-пулли уй-хирте тинĕс хумĕ пек чỹхенсе ỹснĕ.
"Кунти улăхра хуçалăхсен ĕне тата сурăх кĕтĕвĕсем ирĕклĕн çỹренĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисем илем кỹрсе ларнă. Çак сăнсем ырă юмахри пек яланах куç умĕнче", - терĕ ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тăватă çул морякра çĕршыва сыхланă Николай Николаевич Михопаркин. Сăмах май, çак тухăçлă ĕçленĕ тапхăрта вăл хуçалăх тилхепине алăра çирĕппĕн тытса пынă, лайăх кăтартусемшĕн чыслă наградăсене тивĕçнĕ. Хальхи саманара ялхуçалăхне аркатни, выльăх-чĕрлĕх вити-сем пушанни, вĕсене çĕмĕрсе ватни чуна ыраттарнине пытармарĕ вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче яла районтан килекен çула хăпартса асфальт сарнă. Çав çул тăрăх автобус маршручĕсем уçăлни халăха савăнтарать. Шулю тăрăхĕнче туслă та ĕçчен çемьесем сахал мар пурăнаççĕ. Çакăн пеккисенчен пĕри - Дядькинсен çемйи. Вĕсем пĕрле пĕр йăва çавăрса пурăнма пуçланăранпа 56 çул çитнĕ, ултă ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăй вăхăтĕнче Николай Григорьевич тата унăн мăшăрĕ Анастасия Филипповна вырăнти колхозра вăй хунă. Вĕсен ячĕсене кирек мĕнле пухура та, ял уявĕсенче те ырăпа асăнмасăр хăварман. Тав сăмахĕ калани нумай пулнă. Хисеплĕ мăшăр паян та ахаль лармасть, выльăх-чĕрлĕх тытма ỹркенмест. Картишĕнче ытларах кил хуçи кăштăртатать.
"Эмел пекех, ĕçлени вăй-хал хушать мана", - тет тылпа ĕç ветеранĕ. Унăн ашшĕ Григорий Петрович 1914 çулта Варшава хули патĕнче иртнĕ çапăçусенче, каярахпа Кавказ вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Георгиевски Хĕрес кавалерĕ пулнă. Çапла, Шулю ялĕн хăйне евĕрлĕ историйĕ пуян та мухтавлă. Кунта вĕри чĕреллĕ çынсем, йăх-тымарĕсене сума суса, тăван яла юратса, ватăсене хисеплесе, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малашлăха курса пурăнаççĕ.
Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ, таврапĕлỹçĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"