АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн - Тав çырăвĕ

22 июня 2016 г.

Чăвашпотребсоюз Канашĕ ялхуçалăх предприятийĕ-семпе яланах тачă çыхăну тытать. Иртнĕ Акатуйра ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов икĕ еншĕн те тупăшлă çыхăну тытса ĕçлекенсене наградăсемпе чысларĕ. Районти "Аккозинское" ялхуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Алексей Иванов та Чăвашпотребсоюзăн Тав сăмахне тивĕçрĕ.

Сăмах май, пысăках мар "Аккозинское" хуçалăха Алексей Иванович çичĕ çул ертсе пырать. Тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр вăл хуçалăха аталантарса пыма тăрăшать. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕсем ăнăçлă ирттернĕ, 250 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă, 3 гектар çĕрулми лартнă, пĕр çул ỹсекен курăксене 50 гектар акнă. Хуçалăхăн пĕтĕмпе 85 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вăл шутра 83-шĕ - сумалли ĕне. Вĕсене тăватă доярка сăвать. Темиçе çул ĕнтĕ хуçалăх сĕте райпо тытăмне сутать, ытти ыйтусене татса парас тĕлĕшре те Чăвашпотребсоюз сахал мар пулăшать. Халĕ хуçалăхра хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене 45 гектар çулнă, 40 тонна ытла утă янтланă. Планпа килĕшỹллĕн вара 200 тонна утă хатĕрлемелле, 300 тонна сенаж хывмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика