АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июнĕн 27-мĕшĕнче - ăсату каçĕ

22 июня 2016 г.

Районти шкулсенче 11-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекенсем патшалăх экзаменĕсене тытса пĕтерчĕç ĕнтĕ. Чылайăшĕпе кăтартусем те паллă. Тĕслĕхрен, вырăс чĕлхипе экзамен тытнисем хушшинче "иккĕ" илекенсем пулман. Пачах та урăхла, кăçал ку предметпа кăтартусем ытти çулхинчен лайăхрах иккен. 15 вĕренекен 80 ытла балл пухнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухнă пĕр хĕрача вара, район историйĕнче пĕрремĕш хут, вырăс чĕлхипе 100 балл пухма пултарнă, çак шкулти тепĕр хĕрача 98 балл пухнă.

Çитес вăхăтрах 11-мĕшсем алла аттестат илĕç. Çак ятпа июнĕн 27-мĕшĕнче районта савăнăçлă мероприяти пулĕ - шкулпа сывпуллашакан яшсемпе хĕрсене ăсату каçĕ пуçтарĕ. Пурĕ 68 çамрăк тата вĕсен вĕрентекенĕ-сем, ашшĕ-амăшĕ 21 сехет тĕлне районти Культура çуртне пухăнĕç. Çав каç кунта салам тата тав сăмахĕсем янăрĕç, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынисене медальсем парса чыслĕç.

Палăртмалла, саккунпа килĕшỹллĕн районта ăсату каçĕ пулнă кун лавккасенче эрех тата сăра продукчĕсем сутма чараççĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика