22 июня 2016 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 11-мĕшĕччен Чăваш Енре "Пурнăç" мультимедийлă курав ĕçлет. Аслă Çĕнтерĕве халалланă курав Шупашкара Киров облаçĕнчен килнĕ. Вăл Атăлçи федераци округĕнчи хуласене çитет. Малтанах вăл Шупашкарта пулать.
Вăрçă çулĕсенчи тĕп пулăмсене пĕлме, чĕрĕлсе тăнă тĕлĕнмелле кадрсене курма хальхи йышши формат пулăшать. Мультимедиа технологийĕпе кинематографа пĕрлештерни, пысăк экран çинчи сасă тата çутă вăйĕ вăрçă çинчен нихăçанхинчен лайăхрах каласа, кăтартса пама май парать. Куракансем экран çинчи сăнарсемпе пĕрле çав хăрушă пулăмсене туйса тăраççĕ. Курав П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче 10 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлет, унта тỹлевсĕрех кĕрсе курма пулать. Пĕрремĕш хут мультимедийлă курав 2015 çулта Кироври Çамрăксен керменĕнче уçăлнă. Икĕ уйăх хушшинче ăна тăхăр пин ытла çын çитсе курнă. Проекта федераллă шайра пысăк хак панă. Унăн авторĕсем - Киров хулинчи "Росвидео" компани тата облаçри Çамрăксен керменĕ.
РФ Президенчĕн Атăлçи федераци ок-ругĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та çамрăксен "IВолга" форумĕпе килĕшỹллĕн куравра пулнă. "Пурнăç" мультимедийлă курав "Атăлçи федераци округĕн чи лайăх обществăлла проекчĕ" конкурсăн "Аслă Çĕнтерĕве халалланă чи лайăх проект" номинацийĕнче çĕнтернĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"