22 июня 2016 г.
Республика кунĕ - чăваш халăхĕн тĕп наци уявĕ - çывхарать. Июнĕн 24-мĕшĕ, канмалли уяв кунĕ, вăл ĕçлĕ тĕлпулусемпе, культурăпа спорт мероприятийĕсемпе пуян пулĕ.
Аса илтеретпĕр, кăçал уяв мероприятийĕсем Шупашкарта тата Элĕк районĕнче иртĕç. Шупашкарта иртекен уяв программипе килĕшỹллĕн тĕрлĕ куравсем, фестивальсем, кон-цертсем йĕркелĕç.
Июнĕн 23-мĕшĕнче 10 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ точкисем" Шупашкарти IX экономика форумĕ ĕçлеме пуçлать. 11 сехетре Наци музейĕн картишĕнче "Маçтăрсен Руçĕ" конкурс уçăлĕ. 20 сехетре Хĕрлĕ лапамра "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль иртĕ. 23 сехетре фейерверксен фести-вальне курма пулĕ.
Июнĕн 24-мĕшĕнче 11 сехетре Анне-хỹтĕлевçĕ Монуменчĕ çывăхĕнче Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш Акатуйĕ пуçланĕ. 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен Шупашкарти уçă лапамсенче "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале хутшăнакан пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртĕç. 15 сехетре Хĕрлĕ лапамра фольклор коллективĕсен Республикăри халăх пултарулăх центрĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă концерчĕ иртĕ. Çак вырăнтах 16 сехет те 30 минутра "Ĕмĕрсен эрешĕ-сем" наци костюмĕн уявĕ пулĕ. 17 сехетрен пуçласа 18 сехет те 30 минутчен Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапам патне çитиччен "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале хутшăнакансем утĕç. Ун хыççăн гала-концерт пулĕ. Унтан фейерверксен фестивалĕн çĕнтерỹçисем пин-пин çутăпа тỹпене йăлкăштарса савăнтарĕç.
Çак кунах Элĕк районĕнче Республика кунне халалланă мероприятисем иртĕç, çав шутра ĕç династийĕ-сене чыслĕç, концертсем, куравсем иртĕç, йĕкĕрешсен парачĕ пулĕ тата ытти те. Республика кунĕнче иртекен мероприятисемпе тĕплĕнрех редакци сайтĕнче паллашма пулать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"