АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ çухатусемсăр пулман

22 июня 2016 г.

Германи рейхсканцлерĕ Адольф Гитлер çине тăнипе унăн хĕç-пăшаллă çарĕ 1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Польша çине тапăнса кĕнĕ. Унччен вара çав вăрă-хурахсем хĕвеланăçĕнчи ытти çĕршыва çавăрса илнĕ. Тепĕр икĕ çултан, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, иккĕмĕш тĕнче вăрçин вут-çулăмĕ СССР çине сиксе ỹкнĕ. Ытти çĕрти пекех, нимĕçсем кунта та çĕнтерме шутланă, анчах та вĕсен ĕç тухман. Совет халăхĕпе унăн мухтавлă çарĕ ирсĕр çынçиенсене хирĕç çĕкленнĕ. Тăватă çула тăсăлнă вăрçăра пирĕн çĕршывăн ял-хулисем, завод-фабрикисем чылай арканнă, çирĕм миллионран кая мар çын кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă, çапах та пирĕн халăх парăнман - фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çĕнтерĕве çывхартма май панă.

Çĕнтерỹ çухатусемсĕр пулман: кашни хулапа поселокшăн пынă çапăçусенче пин-пин салтак аманнă, вилнĕ, хыпарсăр çухалнă е тыткăна лекнĕ. Тыткăнрисенчен пĕрисем вăрçă хыççăн киле таврăнннă, теприсен вара унтан каялла тухма май килмен. Акă Уйпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Георгий Дмитриевич Майровский (1908-2001) учитель, лейтенант 1942 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Харьков хулинчен инçех мар нимĕçсен аллине çакланнă. Унтан Германи, Итали лагерĕсенче ларнă, 1954 çулта вара Мария ятлă итальянкăпа Бразилири Сан-Паулу хулине çитсе вырнаçнă. Виççĕмĕш мăшăрĕпе вĕсем ултă ача çуратса ỹстернĕ. Тем пекех тăван çĕршывне килсе курасшăн çуннă, анчах май килмен. Майровскин вăрçăчченхи тата ун хыççăнхи шăпи çинчен "Советская Россия" хаçат корреспонденчĕ Владислав Аникеев журналист "Человек за бортом" кĕнекере питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. Документлă повесть 156 страницăран тăрать. Ăна чăваш кĕнеке издательстви 1973 çулта 15000 экземплярпа пичетлесе кăларнă.

Тыткăнра пулнă салтаксем пирки Дмитрий Шипуновăн "Из плена не вернулись" кĕнекинче те вуласа пĕлме пулать. Вăл пĕлтĕр, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ тĕле, пичетленсе тухнă.

Документлă кĕнеке - тыткăна лекнĕ çар çыннисем çинчен. Сведенисене автор Оборона министерствин архивĕнчен, тыткăнри çар çыннисен учет карточкисенчен (нимĕçсен архивĕ урлă) илнĕ. Кăçалхи çуркунне эпĕ Шупашкарти Наци библиотекинче çав кĕнекене тупса тишкертĕм. Унта вара çакна вуласа пĕлтĕм - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çынсем те тыткăнра сахал мар вилнĕ. Пĕрисем - хамăр çĕршыврах, теприсем - Германири лагерьсенче. Хăшĕ-пĕрисен хушамачĕсене çырса кăтартас терĕм:

1. Иван Платонович Абрамов 1919 çулта Хăмарккара çуралнă, 1942 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

2. Василий Алексеевич Алексеев 1920 çулта январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă, тыткăна Минск хулинче 1941 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче лекнĕ, çав çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

3. Андрей Иосифович Башкиров 1920 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Трапай ялĕнче çуралнă, тыткăна Минск хулинче 1941 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче лекнĕ, 1944 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

4. Юрий Ефимович Дани-лов 1923 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Ачкассинче çуралнă. Кĕçĕн лейтенант 106-мĕш стрелоксен полкĕнче тăнă. Сталинградшăн пынă хăрушă та хаяр çапăçура, 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче, вăл тыткăна лекнĕ, 1943 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче 20 çула çывхаракан каччăн кун-çулĕ татăлнă.

5. Николай Семенович Долгов 1911 çулта Ишеккассинче çуралнă, 612-мĕш стрелоксен полкĕн лейтенанчĕ Смоленск хулинче 1941 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче тыткăна лекнĕ, 1942 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче лагерьте вилнĕ.

6. Дмитрий Иванович Ейков 1901 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Хусанушкăнь ялĕнче çуралнă, тыткăна Харьков хулинче 1942 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче лекнĕ, 1943 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

7. Михаил Михайлович Иш-мейкин 1913 çулта Штанашра çуралнă, тыткăна Харьков хулинче 1943 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче лекнĕ,1944 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

8. Андрей Семенович Кошелев 1914 çулта Карăк-çырминче çуралнă, тыткăна Ярцево хулинче 1943 çулхи июльте лекнĕ, 1944 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Литвари Шяуляй хулинче вилнĕ.

9. Криков Степан Иванович 1911 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Сорăмра çуралнă, тыткăна Могилев хулинче 1941 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче лекнĕ, çав çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ.

10. Яков Семенович Кузнецов 1906 çулхи майăн 2-мĕшĕнче Турханта çуралнă, тыткăна Орлов облаçĕнче 1942 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче лекнĕ, çав çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Минск облаçĕнче вилнĕ.

11. Михаил Николаевич Мытин 1916 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче Шĕмшешре çуралнă, тыткăна 1941 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче лекнĕ, 1942 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче 352-мĕш лагерьте вилнĕ.

12. Василий Никитич Никитин 1916 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Хватукассинче çуралнă, 1941 çулхи августăн 10-мĕшĕнче тыткăна лекнĕ, 1942 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.

13. Иван Осипович Осипов 1902 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче Çĕн Атикассинче çуралнă, тыткăна Ржев хулинче 1942 çулхи июльте лекнĕ. Çав çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Минск облаçĕнче вилнĕ.

14. Гаврил Григорьевич Савельев 1916 çулта Штанаш салинче çуралнă, тыткăнра 19-мĕш батальон офицерĕ 1942 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ.

15. Василий Прокопьевич Тарасов 1915 çулта Чурпайра çуралнă, тыткăна лекнĕ салтак 1944 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Эгер хули таврашĕнче вилнĕ.

16. Михаил Лаврентьевич Тиханкин 1919 çулхи ноябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайра çуралнă, тыткăна 1941 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Ельня хулинче лекнĕ, çав çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ.

17. Дмитрий Петрович Чубайкин 1902 çулта Хурапырта çуралнă, тыткăна лекнĕ салтак 1943 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

18. Павел Михайлович Ядаринкин 1918 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Çĕн Атикассинче çуралнă, тыткăна 1942 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Смоленск облаçне кĕрекен Сычево районĕнче çакланнă та гестапо аллинче вилнĕ.

19. Евгений Афиногенович Ярайкин 1909 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă, тыткăна 1942 çулхи майăн 10-мĕшĕнче лекнĕ, çав çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

20. Василий Васильевич Ярылкин 1900 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Туктамăшра çуралнă, тыткăна 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче лекнĕ, 1942 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче вилнĕ.

21. Иван Константинович Ясковкин 1907 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Пантьăк тăрăхĕнче çуралнă, тыткăна 1942 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче лекнĕ,1943 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Германире вилнĕ.

Юлашкинчен çакна каламалла - кĕнеке авторĕн тăрăшулăхне пула эпир хăш-пĕр салтаксен тыткăнри çул-йĕрне тишкерсе тухрăмăр. Çăмăл пулман фронтовиксене - тăшмана хирĕç çапăçнисене те, тыткăнри лагерьсенче асапланса вилнисене те. Вĕсене эпир нихăçан та манмăпăр.

Геннадий САВЕЛЬЕВ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика