22 июня 2016 г.
Прокуратура районти вĕренỹ учрежденийĕсенче "Коррупципе кĕрешмелли çинчен" федераллă саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн организацисем коррупцие асăрхаттарас енĕпе мерăсем хатĕрлеме тивĕç.
Тĕрĕслев районти хăш-пĕр вĕренỹ учрежденийĕсенче çак ĕçе тивĕçлĕ пурнăçламаннине, мерăсене çителĕксĕр йышăннине кăтартрĕ. Унсăр пуçне вĕсенче коррупци пуласран нимĕн-ле конкретлă мероприятисем те ирттерме палăртман. Тĕрĕслев пынă вăхăтра асăннă сферăри актсене сайтсем çине вырнаçтарман. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай, Шулю, Хусанушкăнь шкулĕсен, Ачасен пултарулăх çурчĕн, Ачасен искусство шкулĕн директорĕсене представлени тăратрăмăр.
Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"