АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне ỹсĕрле ларнă

22 июня 2016 г.

Район прокуратури кăçалхи март уйăхĕнче 25 çулхи çамрăк тĕлĕшпе уçнă уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне ырласа йышăнчĕ. Ăна РФ УК-ан 264.1 статйипе айăплă тесе йышăннă. Суд çакна тупса палăртнă: асăннă гражданин 2015 çулта РФ КоАП-ĕн 12.26 статйин 1-мĕш пайĕпе (транспорт хатĕрне ỹсĕрле тытса пынăшăн) административлă явап тытнă, ăна 30 пин тенкĕ штраф тỹлемелле тунă.

Çавăн пекех унăн çулталăк çурă хушши транспорт хатĕрне тытса пыма ирĕк пулман. Анчах та вăл чарусене пăхмасăр тепĕр хутчен руль умне ỹсĕрле ларнă. 2016 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче икĕ сехет тĕлнелле ăна ÇÇХПИ сотрудникĕ-сем Мăн Этмен ялĕ патĕнче тытса чарнă, вĕсем водитель ỹсĕр пулнине тупса палăртнă. Гражданин хăйĕн айăпне туллин йышăнчĕ.

Суд йышăнăвĕпе унăн обязательнăй ĕçсенче 300 сехет вăй хумалла. Çавăн пекех вăл икĕ çул хушши руль умне лараймĕ.

В.ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика