АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - тулли те тĕрĕс информаци пухасси

23 июня 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Вăл июлĕн 1-мĕшĕнче пуçланать те август уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Июнĕн 21-мĕшĕнче районта перепис-чиксемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе анлă лару иртнĕ. Унччен кăшт маларах вара комисси членĕсем пухăнса калаçрĕç. Пирĕн район паллă мероприятие ирттерме хатĕр-ши? Шăпах çак ыйтăва татса пама пухăнчĕç июнĕн 17-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залне комисси членĕсем. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пычĕ.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов пĕлтернĕ тăрăх, çырав пынă хушăра районти 12 ялхуçалăх организацийĕпе предприятине, 29 хресченпе фермер хуçалăхне, 10 уйрăм предпринимателе, уйрăм çынсен 10100 хушма хуçалăхне тишкермелле. Ялхуçалăх çыравне пысăк шайра ирттерес, ун вăхăтĕнче тулли те тĕрĕс информаци пухас тĕллевпе район территорийĕнче тăватă инструктор участокĕ - Хĕрлĕ Чутайра (2), Мăн Этменте, Кив Атикассинче - уçнă. Асăннă участоксем июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлĕç. Районти переписчиксем - вĕсем пурĕ 22 çын тата 4 инструктор - çыравпа çыхăннă ĕçсене июнĕн 9-мĕшĕнчех пурнăçлама тытăннă. Переписчиксенчен 10-шĕ хуçалăхсем тăрăх планшетпа çỹрĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика