23 июня 2016 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче чылай ача шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли ла- герьсенче канать. Атнарти вăтам шкулта та çакăн пек лагерь ĕçлет, вăл "Улыбка" ятлă. Унта пурĕ 50 ача канать. Çак кунсенче лагере çỹрекен ачасен пĕр ушкăнĕ редакцире хăнара пулчĕ.
Экскурсие пурĕ 20 ача тата Светлана Львовна Туйманкинапа Людмила Вениаминовна Кузьмина педагогсем килчĕç. Надежда Мидакова пай редакторĕ ачасене район хаçатне мĕнле калăпланине, çак ĕçе камсем хутшăннине каласа пачĕ. Район хаçачĕ хальхи вăхăтра редакци журналисчĕсем тăрăшнипе тата компьютер пулăшнипе "çуралнине" ачасем кăсăклансах итлерĕç. "Хаçата халĕ районта мар, Шупашкарта пичетленине хамăр та тин кăна пĕлтĕмĕр", - терĕç ачасене экскурсие илсе килнĕ аслисем те. Вĕрентекенсем Атнар шкулĕнче ĕçлекенсем район хаçатне тăтăшах çырăнса илсе вуланине пĕлтерчĕç. "Камăн килте атте-анне район хаçатне çырăнса илет?" - тесе ыйтсан та ачасем пурте тенĕ пекех аллисене çĕклерĕç. Çакна курма пире, редакцире ĕçлекенсене, питĕ кăмăллă пулчĕ, мĕншĕн тесен эпир чуна парса тăвакан ĕç пĕтĕмпех - вулакансемшĕн.
Атнар шкулĕ çумĕнчи çуллахи лагере çỹрекенсем пире çавăн пекех каникула хаваслă ирттерни, выляни, кулни, тутлă апат çини, "Хастар" ФСК-ри бассейна шыва кĕме кайни пирки каласа пачĕç. Нумаях пулмасть тата вĕсем "Четайское" обществăн çăкăр заводĕнче экскурсире пулнă иккен. Çакăн пирки те ачасем кăмăллăн аса илчĕç.
"Пире çăкăр завочĕн технологĕ Ираида Патрикеева çăкăр мĕнле пиçсе тухни çинчен каласа пачĕ, - терĕ 5-мĕш класри Катя Князева. - Эпир унта çăкăрсăр пуçне печени, кекс, пĕремĕк тата ытти изделисем туса кăларнине пĕлтĕмĕр".
7-мĕш класри Иван Чумаков та экскурсипе кăмăллă юлнă: - Завода çитсен пире шурă халатсем тăхăнтартрĕç, эпир хамăра кунта ĕçлекенсем пекех туйрăмăр. Техĕмлĕ çăкăр шăрши пире урамранах астарчĕ те, шала кĕрсен кунта пĕçернĕ çимĕçсене çисе пăхма сĕнсен чунтанах килĕшрĕмĕр. Питĕ тутлă! - Çăкăр пирĕн пурнăçра питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, - сăмах хушрĕ 6-мĕш класри Катя Ивантаева.
- Заводра пулса курнă хыççăн эпир çăкăр пĕçерекенĕн ĕçне тата ытларах хисеплеме пуçларăмăр. Пирĕн сĕтел çинче яланах ăшă та тутлă çăкăр пултăр тесе тăрăшакансене пурне те тав сăмахĕ калатпăр. Кăçал эпир Ĕç çыннин çулталăкне паллă тăватпăр. Тĕрлĕ çĕрте экскурсире пулнă хыççăн шкул ачисем çакна ăнланса илчĕç пулĕ тетпĕр: çăкăр пĕçерекен-и, хаçат калăплакан-и - пур ĕç те кирлĕ, пур ĕç те хисеплĕ. Ачасем те ỹссе çитсен хăйсене килĕшекен професси суйласа илĕç те çынсене усă кỹрессишĕн тăрăшса ĕçлĕç.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"