23 июня 2016 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе пыракан Раççей чемпионачĕн иккĕмĕш кунĕнче, шăчăпа сикекенсен секторĕнче куракансем икĕ хут Олимп чемпионки Елена Исинбаева тата Анжелика Сидорова хушшинче пынă ăмăртăва сăнарĕç. Шупашкара Елена Исинбаева хĕрача çуратнине пула виçĕ çул хушши тăхтав тунă хыççăн килнĕ. Чи малтанах вăл 4 метр та 60 сантиметра сикнĕ, унтан - 4,70 метра, хыççăн - 4,80 метра. Çав вăхăтра секторта икĕ спортсменка кăна юлнă: Елена Исинбаева тата Анжелика Сидорова. Наци командинче пĕри _ Мускавшăн, тепри - Чăваш Еншĕн. Шăпах çак самантра Анжелика Сидорова куракансене 4,85 метра сиксе тĕлĕнтернĕ. Çапла майпа вăл хăйĕн рекордне çирĕплетнĕ тата Елена Исинбаевана 4 метр та 90 сантиметр çỹллĕшне сикме хистенĕ.
Палăртмалла, чапа тухнă Раççей спортсменки кун çỹллĕшне декрет отпускне тухиччен те сикмен. Виçĕ çулхи тăхтав хыççăн çак виçене парăнтарасси 34 çулхи Елена Исинбаевашăн çăмăлах пулман пулĕ. Çапах та вăл икĕ хут ăнăçсăр сиксе пăхнă, виççĕмĕшĕнче вара 4,90 метра парăнтарнă. Çак кăтарту - ку сезонра тĕнчере чи лайăххи. Анжелика Сидорова вара Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский Елена Исинбаева пирки çапла каланă: "Хăйĕн кăтартăвĕпе вăл Раççейре çăмăл атлетика чĕрех, пирĕн профессионаллă, "таса" спортсменсем пулнине çирĕплетрĕ. Çапла майпа эпир чи çỹллĕ шайра тупăшма хатĕррине кăтартса паратпăр". Елена Исинбаеван çĕнтерĕвне куракансем хапăл тусах йышăннă - пурте пĕрле Раççей Гимнне юрланă. Унтан вара Елена куракансене автографсем валеçнĕ, вĕсемпе асăнмалăх сăн ỹкерĕннĕ. Паллă спортсменкăна çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă, чечек çыххи парнеленĕ, тĕп хулара пурăнакансем тата чăваш çыннисем ячĕпе тав тунă. Спорт тата политика лидерĕ-сен калаçăвĕ ăшă лару-тăрура иртнĕ.
Шел те, Шупашкарти куракансем Елена Исинбаева спорта таврăннине курнă чи юлашки çынсем пулма пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Рио-де-Жанейрăра иртекен Олимп вăййисене хутшăнма чарнă. Елена Исинбаевана унта Халăхсем хушшинчи Олимп комитечĕн ялавĕ айĕнче вăй виçме сĕннĕ, анчах та вăл килĕшмен - хăй Раççей ялавĕ айĕнче çеç ăмăртма хатĕррине пĕлтернĕ. Çавăнпа та вăл Шупашкарта иртнĕ чемпионата хутшăнни хăйĕн спорт карьеринче юлашки пулма пултарнине каланă. Леонид Черкесов вара çакна палăртнă: "Хам тухтăр пулнă май çакна калама пултаратăп - нумаях пулмасть усă курма чарнă мельдоние эпир унччен чирлисене операци хыççăн параттăмăр, çакă вĕсене хăвăртрах ура çине тăма пулăшатчĕ. Хăш-пĕр спортсменсене пула пĕтĕм çăмăл атлетсем тата çĕршыв тертленни - тĕрĕс мар".
Источник: "Пирěн пурнăç"