23 июня 2016 г.
Шупашкар хулине тирпей-илем кĕртесси планпа килĕшỹллĕн пулса пырать "Советская Чувашия" хаçатăн тата телекурав икĕ каналĕн "Пирĕн республика. Тĕп тема" пĕрлехи проекчĕн черетлĕ кăларăмне тирпей-илем кĕртессине халалланă. Ку вăл хуласемпе ял-поселокра пурăнмашкăн хăтлă условисем туса хурассипе çыхăннă мерăсен комплексĕ çеç мар, обществăн цивилизаци шайĕн кăтартăвĕ те. Тасатнишăлни те, вараламанни те пĕлтерĕшлĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 2012 çулта пирĕн аслă çĕршывăмăрăн чи хăтлă хулисен йышне кĕчĕ те унтанпа хитреленсех пырать. Хула çулла парксемпе газонсен симĕс ытамĕнче уйрăмах хитре - ăна мĕншĕн "Раççей ахахĕ" тенине тỹрех ăнланма пулать.
Акă кăçал та картишсенче, скверсенче, урамсемпе лапамсенче пĕр миллион та çĕр пин чечек лартĕç. Клумбăсемпе вазонсене йĕркеленĕ чухне чăваш символикин элеменчĕсемпе тата наци ялавĕн тĕсĕсемпе усă кураççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Хĕрлĕ тỹремре чечек лартасси мĕнле пынине пăхнă хыççăн, ырă ĕçе хăйĕн тỹпине хыврĕ. Çĕр çине черчен хунавсене лартнă май çĕкленỹллĕ эпитетсем каламасăр чăтаймарĕ: "Мĕнле илемлĕ! Чĕрĕ организм. Кăмăл-туйăм çĕкленет".
Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов та чечексене кăмăллать иккен - вĕсене килĕнче тата дачăра лартса ỹстерет. Паллă ĕнтĕ, 2019 çул тĕлне Хĕрлĕ тỹреме тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Проекта хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Шупашкарти картиш территорийĕсен пĕрре виççĕмĕш пайне те çĕнетмелле, çав шутрах йывăç-курăк та лартмалла.
Мускав кĕперне мускавсем çĕнетеççĕ
Хĕрлĕ тỹремре хальлĕхе чечексем çеç лартаççĕ пулсан, юнашарах, заливра, çĕнĕ Мускав кĕперне тĕревлес енĕпе ĕçлеççĕ. Строительство тума тендера Мускаври "Пелискер" компани çĕнсе илнĕ. Тĕп инженерăн çумĕ Николай Суканов Чăваш Ен Пуçлăхне тата Шупашкар пуçлăхне ĕçсем мĕнле пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Уйрăммăн илсен, тĕрев юписем тăххăрăшĕ те çу вĕçĕнче хатĕр пулаççĕ, анчах кĕпере малтан планланă пек декабрь уйăхĕнче хута яма май килмест. Сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çитменни (30 млн тенкĕ). Сăлтавĕ бюрократипе çыхăннă иккен - çакă каярахпа уçăмланчĕ. Кун пекки текех ан пултăр тесе Михаил Игнатьев проекта финанслассин ыйтăвĕсене хăй тĕрĕслесе тăма шантарчĕ. Ачасене - чĕрчунсем пирки Тирпей-илем кĕртесси чун ыйтнипе пулса пырсан аван. Пĕр тĕслĕхе çеç илер. Шупашкар ГЭС-ĕн коллективĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Тĕкĕрç кати" культурăпа кану паркĕнче чĕрĕлĕх тĕнчин чиккисене пысăклатмашкăн укçа-тенкĕ тупнă. Раща - сайра тĕл пулакан юманлăх, унти "Экологи сукмакĕн" тĕллевĕ - ачасене тăван тавралăха лайăхрах ăнланма пулăшасси. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов ун тăрăх "Чебурашка" 17-мĕш ача садне çỹрекенсемпе пĕрле утса тухрĕ. Вăл зоокĕтесе хăтлăх кĕртес ĕçе хăйĕн тỹпине хывасшăн, çавăнпа май пур вариантсене гидроэнергетиксемпе тата хула Пухăвĕн депутачĕсемпе сỹтсе явасшăн. Çакă ытти хула округĕсемшĕн те ырă тĕслĕх. Канмалли чи лайăх вырăн Республикăра 2011 çултанпа 370 паркпа сквера реконструкциленĕ, паянхи кун ку процесс çĕнĕ шая тухать. Чи пысăк улшăнусем "Шупашкар, 500 çул" паркра пулаççĕ. Унăн территорийĕнче "Амазония" этнос комплексĕ тăваççĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче хальччен ун пекки пулман. Проекта федерацин шалти тата тулаш туризма аталантарассин программине кĕртнĕ. Унăн хакĕ - 5,5 миллиард тенкĕ. Хула влаçĕсем объекта пĕрмаях тĕрĕслесе тăраççĕ.
Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
- Объекта Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне уявлассине шута илсе хăпартатпăр. Федераци программине кĕме тата строительство валли 1 миллиард та 570 миллион тенкĕ илме май килчĕ. Эпир подрядчика васкатмастпăр. Чи кирли - пахалăх. Проекта пурнăçласси пирки тавлашу нумай пулчĕ. Çапах, ман шухăшпа, тунă йышăну чи тĕрĕсси. Кивĕ кĕперпе транспорт çỹрессине сыхласа хăварасси тата юнашарах çĕннине тăвасси. Ăна хута ярсан кивĕ кĕпере реконструкцилеме хупĕç. Никĕсне çирĕплетĕç, кĕпер хушшисен каштисене, тĕревсене демонтаж тăвĕç. Кĕпер пачах урăхла курăнĕ. Кайран ун тăрăх та транспорт çỹреме пуçлĕ. Пĕтĕмпе 6 полоса - çуран çỹрекенсем валли тунă çулсемпе - пулĕ. Вĕсем патне пымалли çулсене те сарлакалатĕç. Икĕ енлĕ юхăма 2018 çулхи ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне уçмалла. Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле пирĕн çав тери нумай тумалла.
Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хула пуçлăхĕ:
- Питĕ пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, çитменнине - кун хыççăн кун. Объектсем - сайра тĕл пулаканнисем. Кĕçех маунтинбайк центрĕ уçăлĕ, унта Раççей велосипедист-экстремалĕсем стартсене хатĕрленĕç. Пĕвесен каскачĕсен строительствине пуçланă, пĕрремĕшĕнче кăвакалсемпе караçсем пур ĕнтĕ, çул тăвас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Чи кирли - инженери сооруженийĕсен пĕтĕм сетьне хума май килни. Çакă кирлĕ çуртсемпе сооруженисене хăвăртах хăпартма май парать. Аквапарк, океанариум пулĕç, Шупашкар кремльне çĕнĕрен тумалла, хăна çурчĕсем, кафесемпе ресторансем уçăлĕç. Паркра 50 аттракцион уçăлĕ, вĕсен пысăк пайĕ çулталăкĕпех ĕçлĕ. Кунта уйрăм çын бизнесĕ спорт сооруженийĕсен строительствине хутшăннă тĕслĕх пур. Мускавсем фитнес-центр хăпартаççĕ, виçĕ хутлăскерте тренажер залĕсем, бассейн пулĕç. Проекта 2019 çул тĕлне - Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле - пурнăçлама палăртнă. Хăшĕ сем йывăçсемпе тĕмсене каснăшăн пăшăрханаççĕ. Анчах çакăнсăр реконструкци тума май килмест, йывăç-тĕм каярахпа питĕ нумай лартăпăр. Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн канмалли чи лайăх вырăн пулĕ, Шупашкар вара пурăнас тата ĕçлес килекен хула ятне пушшех те çирĕплетĕ. "Амазония" ят пирки пăнчă лартман-ха. Эпир конкурс пĕлтерĕпĕр, унта хула çыннисем чи пысăк парк мĕн ятлă пулассине татса парĕç.
Леонид НИКИТИН, "Хыпар".
Источник: "Пирěн пурнăç"