29 июня 2016 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче эпир Чăваш Енĕн тĕп наци уявне - Республика кунне - паллă турăмăр. Çак кун уяв мероприятийĕсем республикăри пур хулапа районта та иртрĕç.
Уявăн тĕп лапамĕ кăçал муниципаллă пĕрлешỹсем хушшинчи конкурсра çĕнтернĕ Элĕк районĕ пулчĕ. Элĕксем уява тата йышлă хăнасене кĕтсе илме тивĕçлĕ шайра хатĕрленнине палăртмалла. Кунта тĕрлĕ куравсем те, "Юрă-кĕвĕ хапхи" те, халăх пултарулăхĕ те, тури чăвашсен наци культурин парк-музейĕ те пулчĕ. Уяв савăнăçлă лару-тăрура, çĕкленỹллĕ кăмăлпа иртрĕ.
Шупашкарта вара халăх Хĕрлĕ лапамра тата заливра савăнчĕ. Анне-хỹтĕлевçĕ монуменчĕ патĕнче çынсем республикăн тĕп символне сăнлакан "чĕрĕ йывăç" турĕç. Унтан вара наци ялне çитсе курма пулчĕ - кашни район хăйĕн кил картине сăнласа кăтартрĕ. Шăпах çакăнта пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява уçнă май Акатуй çĕр ĕçченĕн уявĕ пулнине каларĕ: "Тăван çĕршыва юратнине пĕлтерекен, ĕççыннине мухтакан уяв халăхсене пĕрлештерет. Пирĕн республикăра 128 наци халăхĕпе сакăр наци ушкăнĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Чăвашсен культури - Раççей халăхĕн тĕлĕнмелле, хăйнеевĕрлĕ культурин пĕр пайĕ. Пĕтĕм чăвашсен йăлана кĕнĕ Акатуйĕ тĕрлĕ регионти пултарулăх ушкăнĕсене пĕр çĕре пухать, нацисен культурине пуянлатма май парать".
Çав вăхăтрах Хĕрлĕ лапамра "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль пычĕ, унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пухăнчĕç. Вĕсене те Михаил Игнатьев саламларĕ, асăннă фестиваль пирĕн культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене, ташă-юрра, çи-пуçа йăхран йăха куçарса пыма пулăшнине каларĕ, пурне те тăнăçлăхпа килĕшỹ, юрату сунчĕ.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулара пурăнакансем Чăваш Ен аталанăвне пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ. Вăл республика паян аталану çулĕпе утнине, ытти регионсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине каларĕ.
Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председатель çумĕ Алена Аршинова та пурне те Республика кунĕ ячĕпе саламларĕ. Унсăр пуçне вăл республика гимнне тата "Алран кайми" юрра чăвашла юрларĕ.
Палăртмалла, Республика кунне уявласси ир пуçласа каçчен пычĕ, фейерверксен фестивальне хутшăнакансем кăтартнă "Мухтавлă Чăваш Ен" гала-представленипе вĕçленчĕ.