29 июня 2016 г.
Майăн 20-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче пурăнакан пĕр гражданин банка пенси укçи илме хăпарнă, ури ыратнипе каялла çуран утма кахалланнă, такси машинисем тăнă çĕрелле, 1 № гастроном еннелле, çул тытнă. Такси çине укçине шелленĕши арçын, никамран ыйтмасăр центрти "Стройхозтовары" лавкка стени çумне таянтарнă велосипед çине ларса тарнă. Ик урапаллă транспорт хуçине 4000 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.
Велосипед хуçи пĕлтернĕ тăрăх, вăл кăнтăрла хыççăн Чутайри 1-мĕш номерлĕ гастронома кĕнĕ, хăйĕн транспортне "Стройхозтовары" лавкка умне хăварнă. Лавккара пулнă хушăра вара унăн "урхамахĕ" çухалнă. Хĕрарăм çакăн çинчен тỹрех полици уйрăмне пĕлтернĕ. Полици сотрудникĕсем велосипеда Питĕркассин Тĕп урамĕнче асăрханă, вăрлакана полици уйрăмне çитернĕ. Велосипеда хуçине тавăрса панă.
А.МИТРОФАНОВ, следователь.