29 июня 2016 г.
Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен ĕçе ют çĕршыв гражданинне явăçтарать пулсан унăн çакăн пирки вырăнти миграци управленине пĕлтермелле. Ĕçпе тивĕçтерекен асăннă ют çĕршыв гражданĕпе ĕç килĕшĕвĕ туни тата ăна татни çинчен виçĕ ĕç кунĕ хушшинче пĕлтерме тивĕç.
Тĕрĕслев район администрацийĕнче çак енĕпе çитменлĕхсем тупса палăртрĕ: унта 2015 çулта ют çĕршыв гражданĕпе ĕç килĕшĕвĕ тунă тата ăна татнă чухне çакăн пирки Федераллă Миграци службин Чăваш Республикинчи управленинепĕлтермен. Унсăр пуçне прокуратура райадминистраци ĕçĕнче саккунсăр миграцие хирĕç кĕрешмелли сферăра хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине тупса палăртрĕ.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистраци пуçлăхне представлени тăратма тиврĕ.
Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.