29 июня 2016 г.
Июнĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн "Спорт çемйи" фестиваль иртнĕ. Ăмăртусене республикăри чи вăйлă 21 команда хутшăннă. Пирĕн район чысне Калкассинчи Алексеевсен çемйи хỹтĕленĕ.
Çемье пуçĕ Александр Георгиевич "Жилсервис" ТЯО-ра тĕп инженерта ĕçлет, мăшăрĕ Альбина Владимировна район больницинче рентген-лаборантра тăрăшать, 12 çулти хĕрĕ Карина Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренет.
Фестиваль программинче çăмăл атлетсен эстафети, "Дартс" спорт вăййи, хутăш эстафета, уйрăм тестсем, ишесси пулнă. Хĕрлĕчутайсен команди пур енĕпе те лайăх кăтартусем тунă, Чăваш Республикин чи вăйлă пилĕк спорт çемйи йышне кĕнĕ. Палăртмалла, Алексеевсен çемйи "Дартс" вăйăра палăрнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне ăмăртусен аслă участникĕсем хушшинче Альбина Алексеева наградăна тивĕçнĕ. Мероприятие йĕркелекенсем опытлă спортсменкăна медальпе тата Димпломпа наградăланă.