29 июня 2016 г.
Июлĕн 5-мĕшĕнче пирĕн района халăхпа тĕл пулса калаçма Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, республикăри власть органĕсен представителĕсем тата депутатсем килĕç. Çав кун тĕрлĕ мероприяти иртĕ.
Ирхи 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен район больни-цинче ачасене тата гипертонипе чирлекенсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене тĕп хулари тухтăрсем, диагностика специалисчĕсем йышăнĕç.
13 сехет те 30 минутра республикăри власть органĕсен представителĕсем тата ытти сумлă хăнасем Хирлỹкассине çитĕç, кунти халăхпа тĕлпулу ирттерĕç, ялта тин кăна тунă çула уçĕç.
14 сехет те 45 минутра вĕсем Серенкассинче çĕкленекен фельдшерпа акушер пункчĕ патĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулса калаçĕç.
15 сехет те 45 минутра министрсем Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тата "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕçлекенсемпе тĕл пулĕç.
17 сехет те 30 минутра районти Культура çуртĕнче районта пурăнакансемпе пĕтĕмлетỹ тĕлпулăвĕ иртĕ.
19 сехетре Шупашкарти артистсем концерт кăтартĕç.