29 июня 2016 г.
"Раççей регионĕсем - çĕнĕ ỹсĕм точкисем" IX Шупашкарти экономика форумĕн йĕркипе ялхуçалăх предприятийĕсен ĕç кăтартăвне тишкернĕ. Продукци сутнине, акмалли лаптăксене, рентабельлĕхе, уйăхри вăтам ĕç укçине тата ыттине те шута илнĕ. Вĕсен рейтингне 2005 çултанпа ирттереççĕ. 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерỹçĕсем паллă.
Палăртма кăмăллă, кăçал, пĕлтĕрхи пекех, "Агро-100" клуб йышне районти виçĕ хуçалăх кĕме пултарнă. Альбина Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" хуçалăх улттăмĕш вырăн йышăннă. Районти хуçалăх республикăри пысăк та паллă фирмăсемпе комбинатсенчен юлманни савăнтарать.
Çавăн пекех лайăх хуçалăхсен йышĕнче "Свобода" колхоз тата "Нива" ЯХПК пур.