29 июня 2016 г.
Виçмине, июлĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пуçланать. Вăл август уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.
Ялхуçалăх çыравне пысăк шайра ирттерес, ун вăхăтĕнче тулли те тĕрĕс информаци пухас тĕллевпе район территорийĕнче тăватă инструктор участокĕ уçнă.
Хальхи вăхăтра районти 22 переписчик хăйсене уйăрса панă участоксем тăрăх çỹрет, ку - малтанхи паллашу евĕр ĕç.
Переписчиксене мĕнле палласа илме пулать? Вĕсем кăвак тĕслĕ жилетпа пулĕç, ун çинче - ятарлă эмблема. Пуçа хĕвелтен хỹтĕленмелли кăсăкрук тăхăнĕç, ун çине "ВСХП" тесе çырни пулĕ. Çавăн пекех çырава тухнисем кăвак тĕслĕ портфель йăтĕç. Кашни переписчикĕнех ятарлă удостоверени пур.
Малтанхи паллашу вăхăтĕнче переписчик сире хăйĕнпе паллаштарĕ, çырав пуçлансан мĕн пирки ыйтса пĕлесси пирки калĕ, ыйтусем çине хуравлĕ.
Çырав вăхăтĕнче çынсенчен выльăх, çĕр шутне ыйтса пĕлнĕ е ытти сведенисене илнĕ чух документ ыйтмаççĕ, картана выльăхсене шутлама та тухмаççĕ, çапах та пирĕн информацие туллин пĕлтерме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен эпир панă хуравсенчен районта, республикăра, çĕршывра ялхуçалăхĕ малашне мĕнле аталанасси килет. Çыравра пухнă пĕтĕмĕшле информацие тĕпе хурса ялхуçалăхне кирлĕ пек тимлĕх уйăрĕç.
А.ТИМОФЕЕВА.