01 июля 2016 г.
Акатуйра сумлă наградăна тивĕçнисенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан, район администрацийĕн бухгалтери учечĕн секторĕн заведующийĕнче вăй хуракан Марина Николаева. Марина Петровна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ. Ăна çак наградăпа ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников саламларĕ. Марина Петровнăн ĕç стажĕ 31 çул каялла пуçланнă. Малтанах вăл районти çыхăну узелĕнче телефонистра, аслă техникра ĕçленĕ. 1988 çулхи февраль уйăхĕнчен "Руно" пĕчĕк предприятире кладовщик-кассир-бухгалтерта, тĕп бухгалтерта вăй хунă. 1994-1998 çулсенче район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн бухгалтерийĕнче, ун хыççăн Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп бухгалтерĕнче, район администрацийĕн культурăпа спорт тата çамрăксен ĕçĕсен управленийĕнче бухгалтерта, ертсе пыракан экономистра, райадминистрацин централизациленĕ бухгалтерийĕн тĕп бухгалтер çумĕнче тăрăшнă. Юлашки вунă çулта район администрацийĕн тĕп бухгалтерĕнче тимлет. Марина Николаева пысăк опытлă специалист, ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ.
А.ДМИТРИЕВА.