01 июля 2016 г.
Етĕрне районĕнчи "К" пĕрлешỹ директорĕ хăйĕн ĕç вырăнĕпе усă курса, Пантьăкри участок лесничествин территорийĕнчи йывăçсене саккунсăр касса тупăш илнĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн вăрман участокĕсенче йывăçсене талккăшпех касма юрамасть, ăпăр-тапăр тултарнă вырăнсене кăна тасатма ирĕк пур. Хỹтĕлекен терри торисенче те хуçаланма ирĕк çук, çутçанталăк палăкне те сыхламалла. Асăннă гражданин темиçе çынпа, уйрăм предпринимательпе Пантьăкри участок лесничествин территорийĕнчи йывăçсене илни-сутни çинчен килĕшỹ тунă. Саккуна хирĕç кайса темиçе квартал çинче йывăçсене талккăшпех кастарнă. Тунă преступленисене пытарас тĕллевпе документсемпе актсем çинче тĕрĕс мар даннăйсем кăтартнă, вĕсене Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине тăратма вăй-хал çитернĕ. "К" пĕрлешỹ директорĕн саккун-сăр ĕçĕсем патшалăхăн вăрман фондне 10248997 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Вăл хăйĕн айăпне туллин йышăнчĕ. Уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр.
Р.ПУДОВА, аслă следователь.