06 июля 2016 г.
Ĕнер, июлĕн 5-мĕшĕнче, пирĕн районта "Министрсен пуйăсĕ" акци иртрĕ. Халăхпа тĕл пулса калаçма ЧР Муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов килчĕç. Палăртмалла, кун пек мероприяти республикăра пĕрремĕш хут иртрĕ, "Министрсен пуйăсĕ" пирĕн района пĕрремĕш килчĕ.
Районти тĕп больницăра
Акци вăхăтĕнче ирхи 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен район больницинче халăха тĕрлĕ тухтăрсем йышăнчĕç, гипертонипе чирлекенсемпе тата ача кĕтекен хĕрарăмсемпе тĕл пулчĕç. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе Шупашкарти перинаталь центрĕн тухтăрĕ Татьяна Карасева тĕл пулчĕ, çире пуррисене пăлхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Унтан сумлă хăнасем район больницин ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Çавăн пекех ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин амăшĕсемпе ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен пай начальникĕ Нина Емельянова Иван Игнатьев тĕп врачпа пĕрле район больници тăрăх курса çỹрерĕ, кунти ырă улшăнусемпе паллашрĕ.
Оксана МИХЕЕВА, Хĕрлĕ Чутай сали, пĕр ача амăшĕ:
- Эпĕ район больницинче ачасене тĕп хулари тухтăрсем йышăннă çĕрте икĕ çулхи Артем ывăлăмпа пултăм, пире республикăри ачасен клиника больницин неврологĕ Ольга Юрьевна Антонова пăхрĕ, усăллă сĕнỹ-канаш пачĕ. Республикăри тухтăрсем района килсе çынсен сывлăхне тĕрĕслени питĕ лайăх тесе шухăшлатăп. Ачисене район больницине чылай амăшĕ илсе килчĕ, вĕсене пурне те йышăнса сывлăха çирĕплетес енĕпе сĕнỹсем пачĕç.
Наталья КАПРАЛОВА, Серенкасси ялĕнче пурăнакан, иккĕмĕш ача кĕтекен амăшĕ:
- Шупашкарти перинаталь центрĕнчи тата районти врачсем ача кĕтекен хĕрарăмсемпе ирттернĕ тĕлпулăва манăн та хутшăнма май пулчĕ. Тĕлпулура пире ача хăçан çуралассине тĕрĕс палăртма та, ача çуратнă вăхăтра харпăр хăйне епле тытмаллине те вĕрентрĕç. Иккĕмĕш ача кĕтетĕп пулин те хама валли нумай çĕнĕлĕх илтĕм. Çакăн йышши мероприятисене тăтăшах ирттерме сĕнесшĕн, вĕсем халăха кирлĕ те, усăллă та.
Хирлỹкассинче
Хирлỹкассинчи Николаев урамĕнче пурăнакансемшĕн çак кун яланлăхах асра юлĕ _ кунта икĕ километра яхăн хытарнă çула савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ял çыннисем подрядчиксен ĕçĕпе кăмăллă, текех яла çуран та, машинăсемпе те хуть те мĕнле çанталăкра та çăмăллăнах кĕрсе тухма пулать. Ялта пурăнакансемпе курса калаçнă май Леонид Черкесов республика тата район ертỹçисем çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн чылай ĕç тунине каларĕ. Тин кăна уçнă çул та çакна çирĕплетнине палăртрĕ.
Светлана ДАГАКОВА, Хирлỹкасси ялĕнчен, предприниматель:
- Эпир, Хирлỹкассинче пурăнакансем, пирĕн ялта çул тăвассишĕн тăрăшнă çынсене пурне те чунтан тав тăватпăр. Эпир халĕ хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнатпăр. Машинăсемпе çỹрекенсем валли те, çуран утакансем валли те уйрăм çул пур. Унччен вара ку урама кĕрсе тухма çукчĕ. Халĕ ку енчен ыр куратпăр. Ялта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать. Ахальтен каламан пулĕ "çул çине асфальт сарсан нуша курмăн нихăçан" тесе.
Светлана ЯРУСЬКИНА, Серенкасси ялĕнче пурăнакан, вĕрентекен:
- Юлашки вăхăтра власть тытăмĕнче ĕçлекенсем халăхпа тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çакă пирĕн, халăхăн, ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Çавăн пекех районта фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни, çĕнелни те савăнтарать. Эпĕ пурăнакан Серенкасси ялĕнче те çывăх вăхăтрах çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне туса пĕтерĕç. Куншăн ялта пурăнакансемпе эпĕ те савăнатăп. Ырă пулăмсем малашне те ытларах пулччăр!
Серенкассинче, Атнарта...
Ун хыççăн Серенкасси ялĕнче çĕкленекен çĕнĕ ФАП патĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. "Министрсен пуйăсĕ" Атнар тăрăхне те çитрĕ. "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕçлекенсемпе тата ял çыннисемпе курнăçнă май вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Каçхине 17 сехет те 30 минутра районти Культура çуртĕнче пĕтĕмлетỹ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Ун хыççăн Шупашкарти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.